Сыхлăх – тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.07.2019, 16:39 Просмотров: 1142

Юлашки çичĕ çулта республикăра çынсем производствăра суранланасси икĕ хута яхăн чакнă.

Маларах 343 инкек пулнă, пĕлтĕр – 176 тĕслĕх. Анчах, шел те, вилĕмлĕ тĕслĕх нумайланнă. Строительство отраслĕнче унашкалли уйрăмах нумай пулнă – 11 çын пурнăçĕ татăлнă. Ял хуçалăхĕнче – 4 вилĕм, тирпейлекен производствăра – 2. Тĕрĕсленĕ-тĕпченĕ организацисенчи ĕç вырăнĕсен 35: сиенлĕ тата хăрушă пулнине палăртнă.

Ĕç сыхлавне çирĕплетме уйăракан укçа виçи пысăкланса пынине палăртма кăмăллă. Иртнĕ çул ку виçе 1,5 млрд тенке çитнĕ – ĕçлекен кашни çын пуçне 10 пин тенкĕ ытларах. Производствăри вилĕмпе çыхăннă кашни тĕслĕхе тивĕçлĕ комиссире тĕплĕн тишкерсе инкек сăлтавĕсене палăртнă, вĕсене сирмелли ĕçсем ирттернĕ.

Çав вăхăтрах унашкал тĕслĕхсем пурте производствăпа тÿррĕнех çыхăннă тени те вырăнсăр. Калăпăр, водитель сменăна вĕçленĕ хыççăн машинăна гаража лартать те килне кайма хатĕрленет. Предприяти хапхинчен тухса ĕлкĕреймест – инфаркт çапса антарать... Тĕрĕссипе, ĕçпе çыхăнман вилĕм, анчах ĕç вырăнĕнче пулнине кура çакă та производствăри инкек шутланать.

Апла-и, капла-и – ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсем çине алă сулма юраманни паллă. Сулмаççĕ те. Иртнĕ çул ĕçри хăрушсăрлăх требованийĕсене уяман тĕслĕхсемпе çыхăннă пилĕк теçетке ытла материала право хуралĕн органĕсене панă, вĕсенчен чылайăшĕ уголовлă ĕç пуçармалли сăлтав пулса тăнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика