ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Портал урлă тупар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.07.2019 16:40 Просмотров: 933

Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă темиçе пулăшăва электронлă мелпе кÿреççĕ.

Çав шутра – граждансене юрăхлă ĕç шырама, предприяти ертÿçисене вара хăйсене кирлĕ ĕçченсене тупма пулăшассине. Унсăр пуçне çынсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине, общество ĕçĕсене каймашкăн направлени парассине те электронлă мелпех йĕркелеççĕ.

«Ĕç Раççейре» – патшалăхăн Пĕтĕм Раççейри вакансисен порталĕ, вăл халăха ĕçпе тивĕçтерекен пĕтĕм службăсен – Калининградран пуçласа Владивосток таран – вакансисене пĕр çĕре (хăйĕн базине) пуçтарать. Çапла вара çак порталта çĕршыври пĕтĕм регионти ĕç паракансен вăйра тăракан сĕнĕвĕсемпе паллашма пулать. Унтах ĕç шыракансем резюме вырнаçтараççĕ. Асăннă портал базинче хальхи вăхăтра – 1,6 миллиона яхăн ваканси. Ĕç шырама пулăшакан коммерци сайчĕсемпе танлаштарсан унти вакансисемпе уççăнах паллашма май килет. Çав хушăрах «Ĕç Раççейре» порталти пĕтĕм сервис тÿлевсĕр. Яваплă çынсем унти информаци уçă пултăр тата унпа халăх ирĕклĕнех усă курма пултартăр тесе тăрăшаççĕ.

Патшалăх порталĕнче юрăхлă вакансие шыранипе пĕрлех ĕç вырăнĕпе юнашар мĕн хакпа хваттер е пÿлĕм тара илме май пурри, поликлиникăсемпе больницăсем, ача сачĕсемпе шкулсем, инфратытăмăн ытти объекчĕ аякра е çывăхра вырнаçни пирки те информаци илме пулать.

Асăннă портала пуянлатсах, анлăлатсах пыраççĕ. Акă, нумаях пулмасть унта «Опытлă кадрсем» пай туса хунă. Вăл пенсие тухнă е çак ÿсĕме çывхаракан граждансене, вăй хурас кăмăлĕ пуррисене, ĕç тупма пулăшать. Асăннă ушкăнри çынсен тата ĕç стажĕ 30 çултан иртнисен резюмине ятарлă паллă лартса палăртаççĕ. Вĕсем ĕç параканăн ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ-тĕк – çакнашкал резюмесене ăна чи малтан кăтартаççĕ.

Раççейри хăшпĕр предприяти «Ĕç Раççейре» порталта ваканси вырнаçтарнă чухне хăйсем пысăк опытлă ĕçченсене хаваспах ĕçе илессине палăртать. Аслăрах ÿсĕмри граждансене кирлĕ ĕç вырăнĕсене те «Опытлă кадрсем» пай урлă пăхма пулать. Унта çавăн пекех асăннă тематикăпа çыхăннă статьясене, аналитика информацине пăхма, патшалăх пулăшăвĕн мерисем пирки вуласа пĕлме май пур.

Палăртни вырăнлă: «Ĕç Раççейре» портал урлă ĕç шырас тата тупас тесен малтан унта регистрациленмелле. Çак тĕллевпе ЕСИА паролĕпе усă курмалла.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ