Ĕç рынокне кирлĕ профессие алла ил

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.07.2019, 16:41 Просмотров: 1179

Профессие тĕрĕс суйласа илни, хыççăн специальноçпе ĕç тупни çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпах ĕнтĕ пуласлăх пирки кашниех шкул вăхăтĕнчех шутлама тытăнать.

Çĕр çинче çĕр-çĕр професси. Кăмăл туртăмне кура вĕсем пурте лайăх. Анчах хăшне суйламалла, вĕренме ăçта каймалла – ку ыйту çине тÿрех хуравлама йывăртарах.

Паллах, вуншар çул ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ вĕрентÿ заведенийĕсем сахал мар. Кунашкаллине шырама инçе те каймалла мар – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ăста специалистсене хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрнă. Сăмах май, çитес çул ку учреждени 100 çул тултарать. Пĕр ĕмĕрте кунтан çĕршывăн агропромышленность комплексĕ валли 20 пин ытла специалиста вĕрентсе кăларнă. 2013 çулта вăл реструктуризаци мелĕпе Вăрнарти 29-мĕш училищĕпе пĕрлешрĕ.

Паянхи кун Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ çамрăксене пурнăçа хатĕрлессине ĕç рынокĕнчи конкурентлăха тĕпе хывса йĕркеленĕ. Кунта халĕ аш тата аш продукчĕсен технологĕсен, экономистсемпе шут ĕçченĕсен, автомеханиксен, машинăпа тракторсен техника тивĕçтерĕвĕсен мастерĕсен, строительство ĕçĕсен мастерĕсен, поварсен, кондитерсен, хурт-хăмăр ăстисен профессине алла илме май пур. Куратпăр, пурте – паянхи пурнăç ыйтакан специальноçсем.

Кирек мĕнле вĕрентÿ заведенийĕшĕн те выпускниксем пурнăçра хăйсен вырăнне тупни çав тери паха. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ вĕсемпе, ак, тивĕçлипе мухтанма пултарать. Кунта пĕлÿ илнĕ çынсем районăн, республикăн, çĕршывăн ял хуçалăхĕпе экономикине çĕклес ĕçре вăй хунă, хураççĕ те. Академиксем, наука докторĕсем, тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем, зоотехниксем, ветеринари врачĕсем тата ыттисем те.

Педколлектив ăслă-тăнлă, пысăк квалификациллĕ кадрсенчен йĕркеленнĕ. Ăна Ольга Валерьяновна Львова ертсе пырать. Вĕрентÿпе воспитани факторне çÿллĕ шая лартнă. Ĕçсене çамрăксен ăс-хакăл пуянлăхне ÿстересси, вĕсенче çынлăх туйăмне вăратасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси çинче никĕсленĕ.

Кунта вĕренме, професси илме пĕтĕм условисем çителĕклĕ. Вĕрентÿпе пурлăх бази çирĕп. Ĕç рынокĕ паян тупăшаслăх вăйĕллĕ специалистсене ытларах çул парать. Çакна шута илсех ĕнтĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче тивĕçлипе пурнăç çыннисем хатĕрлессипе тăрăшаççĕ. Çара теори кăна  çителĕксĕррине студентсем хăйсем те аван ăнкараççĕ, çавăнпах практика занятийĕсенче вĕсем уйрăмах хастарлăхпа вĕренеççĕ. Пулас технологсем, акă, производствăри хăнăхусене Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче ÿстереççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсем, выльăх-чĕрлĕхпе ытларах ĕçлекенсем, паян ветеринари специалисчĕсем çуккипе хăшкăлаççĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен ку енĕпе чăн-чăн ăста пулса тухма пулать, мĕншĕн тесен студентсем пĕлĕве выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцире, районти, республикăри пысăк хуçалăхсенче практикăра пулса ÿстереççĕ. Автомеханиксемпе ТО мастерĕсем валли те хуçалăхсенче ĕç яланах тупăнать. Çавăн пекех вĕсем техникумăн вĕрентÿпе производство хуçалăхĕнче те пĕлĕве анлăлатаççĕ.

Пуçаруллă-пултаруллă çамрăксем кунта тивĕçлипех хăйсен талантне уçаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи кăтартусене илес пулсан та, акă, çакна яр уççăн çирĕплетме пулать. Юрий Гордеев, сăмахран, производство вĕрентĕвĕн мастерĕ Михаил Геннадьевич Алексеев ертсе пынипе WorldSkills (Çамрăк профессионалсем) чемпионатăн республикăри тапхăрĕнче «Ял хуçалăх машинисене эксплуатацилесси» компетенцире иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Людмила Владимировна Корнилова тата Вероника Валентиновна Дмитриева воспитательсем ертсе пынипе студентсен «Вместе ВОТ!» волонтерсен пĕрлешĕвĕ районта иртнĕ «Кадрик» фестиваль-конкурсра I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Ку тата «Молодежь XXI века» волонтер ушкăнĕсем поселок тата район пурнăçĕнче те хастар: тасалăхпа тирпейлĕх акцийĕсене хутшăнаççĕ, ветерансене пулăшаççĕ, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлаççĕ тата ытти те.      

Патриотизм туйăмне вăйлатассипе те, историе хисеплеме вĕрентессипе те техникумра пысăк ĕç пурнăçланать. «Патриот» шырав ушкăнне кĕрекенсем, акă, ятарлă вĕренÿ хыççăн Раççей студенчĕсен отрячĕсен йышĕпе Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунă тата хыпарсăр çухалнă салтаксен шăписене палăртас ĕçе активлă хутшăнаççĕ. Ертÿçисем – Вероника Валентиновна Дмитриева тата Юрий Аронович Павлов.

Галина Александровна Павлова физкультура воспитанийĕн руководителĕ студентсене спортпа çывăх туслаштарать çеç мар, хăй те нумай сумлă ăмăртура çĕнтерсе ырă тĕслĕх кăтартать. Ун вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсемпе те мухтанма пулать: автомеханика вĕренекен Владимир Скворцов йĕлтĕрпе чупассипе Чăваш ен чемпионачĕпе первенствин призерĕ, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн команди профессилле вĕрентÿ организацийĕсем хушшинче иртнĕ спартакиадăра 3-мĕш вырăн йышăннă тата ыт.те.

Республикăри олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче техникум студенчĕсене çулсерен çĕнтерÿçĕсен йышĕнче курма пулать. Аш продукчĕсен пулас технологĕ Дарья Григорьева психологи енĕпе 1-мĕш пулнă. Ку специальноçах илекен Екатерина Нараткина тата Домна Антонова пĕтĕм тĕнчери «Наука. Юность. Творчество» студентсен наукăпа практика конференцийĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Вĕсем техника, строительство тата технологи наукисен секцийĕсенче тупăшнă. Ертÿçи – Любовь Анатольевна Иванова.

Тепĕр ырă ен – студентсен пултарулăхне аталантарма пулăшни. Акă, техникумăн «House» команди хореографи енĕпе тата халăх ташшипе республикăри ял çамрăкĕсен уçă фестиваль-конкурсĕнче çĕнтернĕ. Повар-кондитер профессине суйланă Мирон Музяков халăх инструменчĕпе выляссипе палăрнă.

Кунта пĕлÿ илекенсем Чăваш ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсен йышне те çулсеренех кĕреççĕ. Çакă вĕрентÿ учрежденийĕн ертÿлĕхĕ мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă çамрăксене хавхалантарас политикăна çирĕп тытса пынипе çыхăннă. Творчествăри уйрăм ăнтăлушăн кăçал стипендие тăваттăн илсе тăраççĕ: Домна Антонова, Алексей Краснов, Екатерина Нараткина тата Владимир Скворцов.

Ырă тĕслĕх кăтартакан студентсен йышне çавăн пекех Дмитрий Прокопьева та кĕртмелле. Кăçал вăл техникумран автомеханик дипломĕпе вĕренсе тухнă, кунта пĕлÿ илнĕ çулсенче вăл вĕренÿ заведенийĕн чысне тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕнче тивĕçлĕ хÿтĕленĕ.

Преподавательсем те маттур. Вĕсем те професси конкурсĕнче хастарлăх кăтартаççĕ. Любовь Анатольевна Иванова, сăмахран, регионсем хушшинчи педагогика идейисен «МПТТ – Мы, Педагоги, Творческие, Талантливые» фестивальте хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ хÿтĕленĕ, 2-мĕш вырăн йышăннă.

Çак кăтартусене, паянхи пурнăçра ĕç профессийĕсем кирлĕрех пулнине тата вĕсене хамăр патрах илме май пуррине кура Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ вĕренме-аталанма тивĕçлĕ вырăн пулнине палăртмалла.

Сăмах май, кунта йышăну комиссийĕ ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика