ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Йышăнăва пурнăçламаншăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.07.2019 16:42 Просмотров: 999

Парăмçăсем укçа тÿлессинчен тем пек сĕмсĕррĕн пăрăнсатарса çÿресен те суд приставĕсен вĕсене «пăркăчламалли» мелсем çителĕклĕ.

Усă паракан мерăсенчен пĕри – йĕркене пăсакансене обязательнăй майпа ĕçлеттерни.

Айăплавăн ку тĕсне суд палăртать, ун вăхăчĕ 20 сехетрен 200 сехет таран пулма пултарать.

Сăмахран, пурлăх çук е ниçта та ĕçлемен пирки парăмçăран административлă штрафа шыраса илейместĕн пулсан, ку айăплав мелĕпе усă курни вырăнлă.

«Суд приставĕсен Вăрнар районĕнчи пайĕнче, акă, У. гражданина обязательнăй майпа ĕçлеттересси пирки йышăну пурнăçлавра пулнă. Арçыннăн ял поселенийĕн администрацийĕнче 60 сехет ĕçлесе татмалла тесе çирĕплетнĕ.

Анчах вăл ку йышăнăва тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама шутламан – ĕçсенчен сĕмсĕррĕн пăрăнса çÿренĕ. Çапла майпа арçын тĕлĕшпе тепĕр административлă протокол çырма тивнĕ. Вăл хăйне валли тата çирĕпрех явап «шыраса тупнă» – суд 10 талăклăх арест хунă», – пĕлтерет суд приставĕсен федераллă службин республикăри управленийĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ