Раççей чемпионатне йыхравлаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.07.2019, 16:29 Просмотров: 1678

Утă уйăхĕн 24–27-мĕшĕсенче Чăваш енĕн тĕп хулинче – Шупашкарта – Раççейри çăмăл атлетсен 100-мĕш чемпионачĕ иртет.

Çăмăл атлетсен ăмăртăвĕн тĕп информаци партнерĕ пулса федерацин «Матч ТВ» телеканалĕ хутшăнать. Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетсен килĕшĕвĕн йĕркипе çĕршыв шайĕнчи чемпионата официаллă йĕркепе «Матч! Страна» телеканал трансляцилет. Палăртнă планпа килĕшÿллĕн чемпионат ăмăртăвĕсене 4 хутчен тÿрремĕн трансляцилеççĕ, çапла пĕтĕм тĕнчери телекуравçăсем Шупашкарти «Олимпийский» стадионта пулакан финалти стартсене пурне те курма пултараççĕ. Çавăн пекех уйрăмах пĕлтерĕшлĕ самантсемпе стартсене чемпионат иртнĕ кунсенче тата вăл вĕçленнĕ хыççăн та çичшер хут трансляцилеме палăртнă.

«Матч! Страна» телеканалпа çăмăл атлетика енĕпе иртекен Раççей чемпионатне çак вăхăтра тÿрремĕн Шупашкартан трансляцилеççĕ: июлĕн 24-мĕшĕнче – 15.30–21 сехетсенче, июлĕн 25-мĕшĕнче – 6–8 сехетсенче тата 16.10 – 19 сехетсенче, июлĕн 26-мĕшĕнче – 6–8 сехетсенче, 16.10–19 сехетсенче тата 0.20 сехетрен тытăнса, июлĕн 27-мĕшĕнче – 6–8 сехетсенче, 17.25 – 20.35 сехетсенче, июлĕн 28-мĕшĕнче – 6–8 сехетсенче, 12.45–14.55 сехетсенче тата 2.25 сехетрен тытăнса.

Паллах, ăмăртăва харпăр хăй куçĕпе курнине нимĕн те çитмест. Çавăнпа та çăмăл атлетикăна кăмăллакансем ăна Шупашкарти «Олимпийский» стадионта (Чапаев урамĕ, 17-мĕш çурт) пăхма пултараççĕ. Билетсене Пăр керменĕн тата «Олимпийский» стадионăн кассинче туянма май пур. Хакĕ – 50–100 тенкĕ çеç. Тĕплĕнрех – 8(8352)320-104 номерпе.

Чемпионат пынă кунсенче кашнинчех хаваслă кану мероприятийĕсем иртеççĕ. Курма килнисене Чăваш эстрадин чи лайăх артисчĕсем савăнтараççĕ, ачасен зони тата фудкарт, спортпа интерактивлă площадкăсем ĕçлеççĕ.

Кашни куракан лотерейăна хутшăнать, унта партнерсен парнисене тата Раççей чемпионачĕн брендлă сувенир продукцине выляттарĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика