Çăмăл мелпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.07.2019, 16:32 Просмотров: 1766

Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен сайтĕнче (www.gosuslugi) электронлă майпа заявлени хăварма çăмăл.

Килтен тухмасăрах компьютер, планшет е телефон урлă «Уйрăм кабинета» кĕмелле кăна. Кунта регистрациленме паспорт даннăйĕсем, СНИЛС тата мобильлĕ телефон номерĕсем е электронлă почта адресĕ кирлĕ.

Порталти ГИБДД уйрăмĕнче, сăмахран, гражданин транспорт хатĕрне регистрацилеме, çавăн пекех водитель удостоверенине илме е улăштарма хăйне меллĕ вăхăта çырăнма пултарать.

Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен тулли переченĕ Патшалăх автоинспекцийĕн http,//гибдд.рф официаллă сайтĕнче пур. Кунтах – инспекцин подразделенийĕсен ĕç графикĕ те, çыхăнмалли телефон номерĕсем тата патшалăх пошлинине тÿлемелли банк реквизичĕсем те.

Тивĕçтерĕве суйланă хыççăн сирĕн заявлени йĕркисене çырса тултармалла, инспекцие килме меллĕ куна тата вăхăта кăтартмалла.

«Вурнарский» пайăн ГИБДД уйрăмĕ аса илтерет: сайтра регистрациленнисем патшалăх пошлинине 30 процентлă çăмăллăхпа тÿлеççĕ.

А.ИРБИТСКИЙ,

полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн РЭГ аслă инспекторĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика