Пăхса ÿстерес вырăнне хĕненĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.07.2019, 10:25 Просмотров: 300

Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем çак кунсенче тепĕр уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ, суда янă.

Вăл çула çитмен ачана хирĕçле преступлени тăрăх пуçарнăскер. 31-ри арçынна уголовлă кодексăн икĕ статйипе айăплаççĕ: ывăлне хĕн кăтартнăшăн тата ăна воспитани парассипе хăйĕн тивĕçне пурнăçламаншăн.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн, хамăр районта кăçалхи февраль–март уйăхĕсенче ашшĕ саккăрти ачине воспитани парассине тата пăхассине кирлĕ пек пурнăçламан. Ытти ашшĕ-амăшĕсем пек ырлăхра ÿстерес вырăнне ывăлĕ тĕлĕшпе хăйне хаяррăн-тискеррĕн тытнă вăл. Ăна пĕрре мар хĕнени те палăрнă.

Тахçанччен тăсăлĕччĕ çак тискерлĕх – паллă мар. «Юрать, пулни-иртни çинчен шкул педагогĕсем вăхăтра сиснĕ, йĕрке хуралĕн органĕсене пĕлтернĕ. Арçын çак преступленисене тума пултарни вăл айăпне йышăннипе, свидетельсен тата экспертизăсен кăтартăвĕсемпе çирĕпленет. Айăплав материалĕсене туллин пухнă.

Сăмах май, районти çула çитменнисен асăрхавсăрлăхĕн профилактикин учрежденийĕсене те представлени тăратнă. Ачасене хирĕçле киревсĕр ĕçсене пулма май паракан сăлтавсене пĕтерме хушнă», – пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика