ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Хĕрлĕ йĕрсене уясан штрафран хăтăлан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.08.2019 16:12 Просмотров: 46

Росреестрăн республикăри управленийĕ çурт-йĕр е хуçалăх пĕлтерĕшлĕ объект тума тытăнас умĕн сире ял тăрăхĕн администрацине пыма сĕнет. Унта çĕр лаптăкĕнчи строительство планĕпе паллашма пултаратăр.

Асăннă планра эсир хăвăрăн çĕр лаптăкĕ çинче тума палăртакан çурт мĕн çÿллĕш тата вăл йышăнакан лаптăк мĕн чухлĕ пулмаллине кăтартнă. Çавна малтанах пĕлсе тăни сире çĕрпе усă курмалли тата çурт-йĕр лартмалли йĕркесене пăсасран хăтарĕ. Унтах хĕрлĕ йĕр иртекен чикĕрен тухма юраманни çинчен асăрхаттаракан информаци вырăн тупнă. Хĕрлĕ йĕрсем эсир йышăннă территорие пурте усă куракан, çавна май унта кирек кам та кĕрсе çÿреме пултаракан территорирен уçăмлăн уйăрса тăраççĕ. Çавăн пек территори шутне урамсем, скверсем, бульварсем тата ытти те кĕреççĕ. Вĕсемпе пĕрлех сыхлав тăрăхĕсене (газ, ăшă пăрăхĕсем, электропередача линийĕсем, çулсем, выльăх масарĕсем тата ытти те) шута илнĕ. Планра вĕсене те кăтартса хăварнă.

Строительство ĕçне кÿлĕниччен хĕрлĕ йĕрсем хăш тĕлтен иртнипе паллашмалла. Тума палăртакан çуртăн хуралтăпа сыхлăх тăрăхĕнчи объектпа çума-çумăн, юнашар пулмалла мар, вĕсем пĕр-пĕринчен уйрăм лармалла. Мĕн чухлĕ хушă хăвармаллине сыхлав тăрăхĕнче усă куракан йĕркесемпе килĕшÿллĕн палăртаççĕ. Куçман пурлăхăн вăл е ку объектне хĕрлĕ йĕртен ăçтарах тата мĕн чухлĕ хушă хăварса лартмаллине сире вырăнти хăйтытăмлăх органĕнче каласа парĕç. Çакна тивĕçлĕ пур хушăсене те çурт кĕтесĕнчен тухса кăнтарса тăракан япаласене шута илсе палăртаççĕ. Вĕсен шутне крыльца е эркер (хунар) кĕреççĕ. Гараж проектне тунă тата ăна çĕкленĕ чухне хĕрлĕ йĕрпе объект хушшинчи чикке палăртнă вăхăтра та тимлĕ пулмалла.

Уйрăм çын тытакан çĕр лаптăкĕн шал енче тума палăртакан объектсене хуçа хăй пĕлнĕ пек лартать тесе шухăшлакансем йăнăшаççĕ. Пурнăçра уйрăм «хĕрлĕ утравсем» уйăрса панă шалти çĕр лаптăкĕ çинче те тĕл пулаççĕ. Пахча урлă иртекен электроçыхăну линийĕсем, инженери коммуникацийĕсем, газ, шыв, ăшă пăрăхĕсем тата ытти те пур çĕрте, приватизаци тунă лаптăксем çинче те строительство ĕçĕсене тытăнма юрамасть.

Палăртнă виçесене çирĕп пăхăнмалла. Пăхăнмасан – штраф тÿлеттереççĕ. Кунта хăрушсăрлăх йĕркисене асра тытни те кирлĕ.

Куçман пурлăх объекчĕсене тунă чухне хăвăра çирĕплетсе панă çĕр лаптăкĕн чиккисене тĕп-тĕрĕс пĕлни те кирлĕ. Чикĕрен тухса кайрăн-тăк, çакă административлă право йĕркине пăсни пулать. Картана е хапхана уйрăм çыннăн е юридици сăпатĕнче тăраканăн çĕр лаптăкĕ çине кăшт кăна куçарса ларт, сана РФ Административлă право йĕркисене пăсни çинчен калакан кодексĕн 7.1 статйипе килĕшÿллĕн çĕре хăй ирĕкĕпе туртса илнĕ тесе айăплама пултараççĕ. Кунашкал тĕслĕхре штраф виçине çĕр лаптăкĕн кадастр хакĕнчен тата тунă айăп хăш ушкăна кĕнине шута хурса палăртаççĕ. Уйрăм çынсене паракан административлă айăплавăн чи пысăк виçи 5 пин тенкĕпе танлашать.

Ольга ЛЕБЕДЕВА,

Росреестрăн Чăваш Республикинчи

управленийĕн пресс-служби.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ