ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.08.2019 16:13 Просмотров: 40

Тунтикунсерен район администрацийĕнче ял-хула поселенийĕсен ертÿçисем хутшăннипе канашлу иртет. Унта эрнелĕх ĕç планне палăртасси, поселенисен пурнăçĕнчи чи çивĕч ыйтусене сÿтсе явасси йăлара.

Ку тунтикунхи канашлура малти вырăна çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ тухнă. Полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕ Геннадий Казыкин шкул автобусĕсен маршручĕсене тĕрĕсленин пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çул-йĕре пăхса тăрас тĕлĕшпе çитменлĕхсене палăртнине пĕлтернĕ вăл. Çак кăлтăксем, çулсем хăрушсăрлăх йĕркине тивĕçтерменни ачасене шкула турттарнă чух чăрмавсем тума пултараççĕ.

Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене вырăнти территорисенче тупнă çитменлĕхсем пирки уйрăммăн хыпарлаççĕ, вĕсене пурне те çывăх вăхăтра пĕтермелле. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен, шкул автобусĕсем çула тухиччен должноçри çынсен çул-йĕр паллисене майламалла е çĕнетмелле, тата çаврăнмалли тата чарăну вырăнĕсене йĕркене кĕртмелле.

Транспорт хатĕрĕсем шутланман мотоблоксемпе пулакан аварисем те юлашки вăхăтра республикăра чи калаçтаракан ыйтусен шутĕнче.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ-ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов пуçлăхсене ял çыннисемпе хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли пирки калаçусем ирттерме сĕннĕ. Мĕншĕн тесен районта та çулсем çинче мотоблоксемпе тухнине тăтăшах курма пулать. Геннадий Казыкин та профилактика ĕçĕн кирлĕлĕхне палăртнă. Халăха мотоблокпа пурте усă куракан çулсемпе çÿреме чарма, паллах, питĕ йывăр, çавăнпа та асăрхануллă пулма вĕрентни пĕлтерĕшлĕ тенĕ вăл.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев поселенисенче йăлари хытă каяшсене илсе тухнăшăн тÿлевсене хывнин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Усă курман çĕр пайĕсене ял хуçалăх çаврăнăшне кĕртессипе тимлесе ĕçлемеллине те каланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ