ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Халăхпа пур ĕç те ăнать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.08.2019 16:14 Просмотров: 21

Ял çыннисем пĕрлешсе пысăк ĕçсем тунă тĕслĕхсем районта чылай. Уравăшсем те, акă, хăйсем пурăнакан вырăна илем кÿрессипе туслăн тăрăшаççĕ.

Ку ял çынни, халĕ Мускавра пурăнакан Евгений Сюмайкин пуçарăвĕпе кунта кÿршĕсем пĕр шухăшлăн пулса Çамрăксен урамĕнчи пĕвене хăтлăлатнă. Аякра тĕпленнĕ пулин те, тăван тăрăхĕшĕн час-часах тунсăхлать арçын, ун пуласлăхĕшĕн тăрăшать. Çуратнă амăшĕ патне май пулсанах таврăнать.

– Ку пĕве типсе ларма тытăннăччĕ. Ял хастарĕсем ăна çĕнĕрен чавтарса тарăнлатрĕç, – терĕ ырă ĕçшĕн савăнса ку ял çынни Валентина Абакумова.

Валентина Николаевна нумай çул вырăнти администраци пуçлăхĕнче вăй хунă. Çавăнпа та ялшăн пурнăçланакан кашни ĕçшĕн чĕререн савăнать вăл.

Халĕ пĕве шывпа тулли. Хур-кăвакал хитрен ишсе çÿрени ку ял çыннисем ĕçчен пулнине, килти хушма хуçалăха аталантарас тесе тăрăшни сисĕнет. Нумаях пулмасть унта пĕчĕк пулăсем те ĕрчетме янă. Çыран хĕрринче, йăмрасемпе хурăнсен хÿттинче, беседка вырнаçтарнă.

Пĕчĕк арт-объектсем те илĕртеççĕ. Унта ку тăрăхри пултаруллă çынсен ал ĕçĕсем – мăшăр аист, шуракăш – вырăн тупнă.

Хирпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Владимирович Прокопьев яла хăтлăх кĕртес ĕçе ял çыннисем, вырăнти предпринимательсем хастар хутшăннине палăртать. Халăхпа вара пур ĕç те ăнать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ