ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Юсавра çĕнелеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.08.2019 16:15 Просмотров: 117

Районта ĕçлĕ визитпа пулнă май, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Сергей Павлов наци проекчĕсемпе çĕкленекен объектсене тĕрĕсленĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа малтанах вĕсем Вăрнарти Зеленăй тата Севернăй тăкăрлăксенчи территорисене хăтлăх кĕртес ĕçсемпе паллашнă. Кунти çуртсен картишĕсем «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕ тата «Хула хăтлăхне йĕркелесси» программăпа килĕшÿллĕн илемленеççĕ. Вĕсенче ача-пăча площадкисем, кану вырăнĕсем çĕнелмелле, парковка пулмалла, территорие симĕслентермелле тата электричество çутипе тивĕçтермелле.

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе «Точка роста» центрне туса хурассине çырнăччĕ. Çакăн валли вĕренÿ учрежденийĕнче юсав анлă сарăлнă. Икĕ пÿлĕме цифра оборудованийĕпе тивĕçтерĕç. Кунта хальхи йышши медиацентр туса хурĕç.

А.Иванов урамĕнчи 38-мĕш тата Ленин урамĕнчи 2-мĕш çуртсен территорийĕнче те пысăк юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кунти çулсене юсама бюджетран 3911,21 пин тенкĕ уйăрнă.

Районти тĕп больницăн ача-пăча, стоматологи, гинекологи, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче те хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пула юсав валли пĕтĕмĕшле 16 млн тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех ача-пăча консультацийĕ çĕнĕ оборудованипе пуянланĕ.

Сергей Павлов наци проекчĕпе пурнăçланакан объектсенчи ĕçсем республика Правительствин тимлĕхĕнче пулнине палăртнă, çавăнпа та мĕнпур тĕллеве вăхăтра пурнăçламаллине асăрхаттарнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ