ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Анне сĕтĕнчен пахи нимĕн те çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.08.2019 16:16 Просмотров: 81

Чăваш енре çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 7-мĕшĕччен Ачана кăкăр ĕмĕртмелли эрне пырать. Мероприятие çулсерен ирттереççĕ. Тепĕр чухне ырă канаш çамрăк хĕрарăмсене кăна мар, нумай ачаллă амăшĕсене те кирлĕ. Кăкăр ĕмĕртнин паха енĕсем пирки Шупашкар хулин ача-пăча больницин иккĕмĕш поликлиникин заведующийĕ Олеся Николаевна Федорова врач-педиатр каласа парать.

– Кăкăр ĕмĕртни пепкешĕн те, амăшĕшĕн те усăллине çирĕплетеççĕ.

– Амăшĕн сĕчĕн пахалăхĕ çинчен нумай калаçма пулать. Анчах та специалистсем тĕп енсене палăртаççĕ. Тĕслĕхрен, иммун клеткисем ачан организмне тĕрлĕ инфекцирен сыхлаççĕ. Кăкăр сĕтĕнче çу кислотисем пур, вĕсем пепкене ăс-тăн енчен аталанма пулăшаççĕ. Çавăн пекех амăшĕн сĕтĕнчи активлă япаласем нерв системине ырă витĕм кÿреççĕ, чĕчĕ ачин ыйхине лайăхлатаççĕ.

Ачана кăкăр ĕмĕртсен вăл сахалрах чирлет, ăна чикен чикни, аллерги аптратмасть. Кăкăр ĕмнĕ чух пепкен питри мĕнпур мышци ĕçлет. Çавна пула сĕт шăлĕсем çăмăлрах тухаççĕ. Кăкăр сĕтне ĕмни шăл тунисене çирĕплетет.

Пепкене кăкăр ĕмĕртни амăшне те усă парать. Хĕрарăма ача çуратнă хыççăн вăй-хал хăвăртрах кĕрет, амалăх (матка) часах пĕчĕкленет, юн юхма пăрахать. Ачисене кăкăр çитерекенсем эндометритпа сахалрах аптăраççĕ. Кăкăр ĕмĕртни сĕт парĕсен ракĕпе чирлесрен сыхлать.

Сĕт тухнă вăхăтра эстрогенсен шайĕ пĕчĕкленни амалăхăн йăлмака сийне, амалăх хутаççине (яичника) ыр витĕм кÿрет. Çапла вара çак органсен усал шыççисем аталанас хăрушлăх чакать.

Кăкăр ĕмĕртни лайăхах вара, çула тухсан сĕт хутăшне хатĕрлесе пĕрле илес çук.

– Олеся Николаевна, кăкăр çитерни амăшĕпе ачи хушшинчи хутшăнăва кăмăл-туйăм енчен йĕркелеме пулăшать теççĕ.

– Чăнах та, лайăх енсем татах та пур. Кăкăр ĕмĕртни амăшĕпе ача хушшинчи çыхăнăва таччăнрах çирĕплетет. Çитĕнсен те ача ытти çынсемпе кăмăлтан калаçать. Амăшĕн çепĕçлĕхне туйманни вара пурнăç тăршшĕпех чăркăш – вак-тĕвекшĕнех кăмăлсăрланса хăйне тимлĕх уйăрттарма тăрăшать.

Амăшĕ сисĕмлĕ те йăваш пулни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача пуçне çавăрсанах кăкăр хыптарсан пепке çут тĕнчене те ырă кăмăлпа йышăнĕ. Амăшĕпе куçа куçăн тĕл пулса ача унăн чĕри таппине итлет, кăмăлне туять. Пепке хăйне пурнăç парнелекене евĕрлесе савăнать е пит-куçне пĕркелет.

– Пепкене хăçанччен кăкăр çитермелле?

– Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕ ачана ултă уйăхран кая мар кăкăр ĕмĕртме сĕнет. Раççейри педиатрсем вара урăхларах шутлаççĕ – ачана 12–18 уйăхчен амăшĕн сĕчĕпе усрамалла теççĕ. Нумай вăхăт чĕчĕ çитерни те усă паманнине каламалла, ача амăшĕнчен уйрăлма хăрама пуçлать, ытти çынсенчен ютшăнать.

– Ача кăкăр сĕтне çисе тăранайманнине мĕнле пĕлмелле?

– Пепке нăйкăшать, начар çитĕнет. Малтанхи уйăхсенче сĕт çитменнине асăрхасан ан пăлханăр. Канăçсăрланни лару-тăрăва çивĕчлетет кăна.

Сĕт лайăх тухтăр тесен ачана вăхăтпа мар, вăл çиес килнине шута илсе чĕчĕ ĕмĕртмелле. Пепке тăраниччен кăкăра илмелле мар. Хырăмĕ тутă пулсан вăл хăех пуçне пăрать.

– Ача амăшĕн апат рационĕ мĕнле пулмалла?

– Çут тĕнчене килнĕ пĕчĕк çын сывă ÿстĕр тесен амăшĕн пахалăхлă апат-çимĕç çимелле. Рацион аш-пăш, пулă, сĕт продукчĕсемпе пуян пулмалла. Консервантсемлĕ, тĕрлĕ тутă-шăршăллă, ăшаланă апата çимелле мар.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ