ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Вĕрентÿллĕ пулман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.08.2019 16:17 Просмотров: 113

Вăрнарта пурăнакан 46-ри арçынна 2014 çулта административлă явап тыттарнă.

Вăл ÿсĕррине палăртма ГИБДД сотрудникĕ ыйтнипе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман. Ун чухне Вăрнар районĕн 1-мĕш суд участокĕн миравай судйин йышăнăвĕпе ăна 30 пин тенкĕ штраф хунă тата çулталăк çурăлăха транспорт хатĕрĕпе çÿреме чарнă.

Суд палăртнă чарусем явапсăр арçыншăн вĕрентÿллĕ пулман. Кăçалхи июньте «Вурнарский» пайăн ГИБДД сотрудникĕсем ăна поселокри Ленин урамĕнче чарнă. Водитель каллех руль умне ÿсĕрле ларни палăрнă.

Çакăн пек киревсĕр ĕçшĕнех административлă явап пуррине кура хальхинче арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăрнар район прокуратури ку айăплав йышăнăвне çирĕплетнĕ ĕнтĕ, уголовлă ĕçе малалла район сучĕ тишкерĕ.

Каласа хăвармалла, ку статьяпа чи çирĕп айăплав – икĕ çул таран ирĕксĕр хăварни тата виçĕ çул таран пĕр-пĕр должноçе йышăнма е пĕр-пĕр ĕçре тимлеме чарни.

А.СОРОКИН,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ