ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Çĕнтерÿçĕсене палăртнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.08.2019 16:18 Просмотров: 110

Федерацин Атăлçи округĕн «Театрлă Атăлçи» фестиваль проектне Театр çулталăкне халалланă. Ăна çамрăксен пултарулăхне аталантарас тата вĕсене театр искусствипе туслаштарас тĕллевпе пуçарнă.

Ку проекта Чăваш ен те хастар хутшăнать. Нумаях пулмасть фестивалĕн республикăри тапхăрне пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртнă. «Студентсен театр коллективĕсем» номинацире И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекенсен «Абрикослă сад» театрĕ (ертÿçи – Антон Савельев) малти вырăна тухнă. Фестивальте вĕсем «Ман асатте чие çырли пулнă» спектакль кăтартнă. Итали драматургĕн пьесине Дмитрий Миронов режиссер лартнă.

«Шкулти театр коллективĕсемпе ачасен театр студийĕсем» номинацире Шупашкарти 4-мĕш лицейĕн сцена искусствин студийĕ çĕнтернĕ. Çамрăк артистсем «Пурнăç ÿкерчĕкĕсем» спектакльпе (режиссерĕ – Руслан Медведев) паллаштарнă. Çĕнтерÿçĕсем хăйсен ĕçĕсемпе фестивалĕн кĕркунне иртекен округри тапхăрĕнче республика чысне хÿтĕлĕç.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ