ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Чи пахи – хăвăр çитĕнтерни

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.08.2019 16:23 Просмотров: 1057

Нитратсем – ÿсентăрана аталанма пулăшакан азотлă пĕрлешÿсем. Вĕсем кирек мĕнле ÿсентăранлă апат-çимĕçре те пур, нормăран иртмесен çын организмĕшĕн хăрушсăр. Анчах хăшпĕр явапсăр ял хуçалăх производителĕсем тухăçа хăвăрт тата нумай туса илес тесе азот удобренине ытлашши хываççĕ. Çавăн пирки ÿсентăранра нитратсем нормăран нумайрах пухăнаççĕ.

Пуринчен ытла вĕсем çĕр ăшĕнче тата ун çумĕнче çитĕнекен пахчаçимĕçре. Улма-çырла (арбузсăр пуçне) ку енĕпе сиенсĕр шутланать. Тырпулта та вăл пĕрчинче мар, тунинче пухăнать. Тĕрĕссипе, нитратсем хăйсем мар, вар-хырăмри йÿçекре ферментсен витĕмĕпе вĕсенчен пулакан нитритсемпе нитрозаминсем сиенлĕ.

Шел те, нитратсем пуррине пăхсах пĕлмелли тĕрĕс те ансат меслет çук. Апла пулин те çак пĕтĕмĕшле паллăсем вĕсем нормăран иртнине кăтартма пултараççĕ: пахчаçимĕç питĕ пысăк, хитре формăллă пулни; йăмăх тĕсĕ, ăшĕ шывакки тата кăпăшки, унта шурă-сарă йĕрсем пурри.

Асра тытăр, çурхи пĕрремĕш, пиçсе çитмен тата теплицăра ÿснĕ пахчаçимĕçре нитратсем ялан нумай. Ку азотлă пĕрлешÿсене пухассипе çавăн пекех «рекордсменсем» – кăшман, купăста, петрушкăпа укроп, салатăн мĕнпур тĕсĕ, редис, симĕс сухан, сельдерей. Баклажанпа томатра, суханра, ыхрара, фасольпе пăрăçра вара чи сахал виçе.

Нитратсен наркăмăшлă витĕмĕнчен хÿтĕленме çакăн пек меслетсем сĕнетпĕр. Пахчаçимĕçе апата усă куриччен юхакан шыв айĕнче лайăх çăвăр. Кабачкипе хăярта нитратсем туни çумĕнче тата хуппинче, кишĕрпе кăшманра, редисра, çарăкра вĕçĕнче капланаççĕ – вĕсене касса-хырса пăрахсан аван. Купăстанне çиелти çулçисене сÿмелле тата варрине кăлармалла. Кабачкипе кавăна, çĕрулмине касса вакласа сивĕ шывра 15–20 минут тытни усăллă, ешĕл курăка – 2 сехет таран.

Нитратсен пысăк пайĕ пахчаçимĕçе пĕçерсен «çухалать» – шывне вĕрилле тăкма ан манăр кăна. Йÿçĕтни, тăварлани, маринадлани те вĕсен шайне чакарать.

Тепĕр усăллă сĕнÿ: лавкка сентрисем çинче выртакан яп-яка, хитре тĕслĕ улма-çырла, пахчаçимĕç тем пек илĕртсен те вĕсен пахалăхĕ иккĕленÿллĕ. Чăннипе, çыннăн кунсеренхи рационĕнче ÿсентăран апачĕ те, аш-какайпа сĕт-çу та пулмалла. Тин хатĕрленĕ апата çиме тăрăшăр.

Хÿтĕлевлĕ хушма меслет вырăнне рациона С витамин нумай продуктсене те кĕртме сĕнетпĕр. Аскорбин кислоти нитратсем организмшăн сиенлĕ япаласене куçассине чарать. Сăмах май, нитратсен виçине палăртма пулăшакан ятарлă тест-полоскăсем те пур. Вĕсемпе усă курма ансат: тестăн пĕр пайне пахчаçимĕçĕн е улма-çырлан каснă вырăнне хумалла та индикатор тĕсĕ мĕнле улшăннине сăнамалла. Шел те, тестсен тĕрĕслĕхĕ пысăках мар. Электронлă анализаторсем, паллах, сахалрах «суяççĕ», анчах хаклине кура кил-тĕрĕшре ку приборсемпе усă курмаççĕ тесен те юрать.

Тĕрĕссипе калас-тăк, чи шанчăклă пахчаçимĕç тата улма-çырла – хăвăрăн пахча-анкартинче çитĕнтерни. Унта мĕнле удобрение мĕн чухлĕ хывнине пĕлетĕр – пахалăхĕ пирки иккĕленместĕр.

А.ПЕТРОВА, врач-лаборант.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ