ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Хастарлăх сывлăх парнелет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.08.2019 16:24 Просмотров: 1015

Физкультурник кунĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх спорт ăмăртăвĕсемсĕр пуçне сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан лекцисем те иртеççĕ. Сахал хускалнин сиенлĕ витĕмĕ тата ÿт-пÿ упражненийĕсен усăлăхĕ пирки уяв умĕн республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн врачĕпе Татьяна Кожевниковапа калаçатпăр.

– Татьяна Михайловна, тĕплĕнрех ăнлантарăр-ха, çынна физкультура мĕн тума кирлĕ?

– Физкультура упражненийĕсене тăтăш тăвакан çынна сиплев кирлĕ мар, тенĕ Авиценна. Сывă чухне чупас темесен чирлесен чупма тытăнăр, тенĕ Гораций та.

Сахал хускалсан пĕçсем тата пилĕк тĕлĕнче ытлашши çу пухăнать. Çакă çыншăн проблема пулса тăрать, хăйĕн хаклавне чакарать.

Физкультура енчен хастар пулни лару-тăрăва улăштарать. Куллен чупни, аэробикăпа, ташăпа е ишессипе туслашни ытлашши йывăрăша чакарма, целлюлитран хăтăлма, кĕлеткене диетăсăрах йĕркене кĕртме май парать.

– Ытлашши йывăрăш кĕлетке формине пăсать çеç мар, çын организмне те сиен кÿрет пулĕ?

– Çу масси пухăнни – пирĕн сывлăха кÿрекен пысăк сиен. Мĕншĕн тесен шалти органсене, вăл шутра чĕрепе пĕвере те, хупласа илет, юн тымарĕсен стенкисем çинче холестерин чĕлĕхĕсем ларса юлаççĕ. Çакă гипертоние, юн тымарĕсен варикозне, чĕре-тымарăн ытти чирне пуçарать, инфаркт тата инсульт патне илсе çитерме пултарать.

Спортпа туслашни чĕре мышцисене тата сосудсен стенкисене çирĕплетет, «лайăх» холестеринсен шутне ÿстерет, тромбсем пулассине чакарать. Сăмахран, ишни чĕре-тымар тытăмĕшĕн, юн çаврăнăшĕшĕн тата газ ылмашăвĕшĕн лайăх.

Ытлашши йывăрăшран юн пусăмĕ ÿсет, вăл çурăм шăммине тата сыпăсене сиен кÿрет. Пĕрмай ларакан çынсен сахăр диабечĕ пуçланма пултарать. Вăрах чир вара апата суйласа çиесси патне илсе çитерет, пурнăç пахалăхне чакарать.

Кĕлетке хускалмасан шăмăсем кирлĕ пек «апатланмаççĕ», çавна май вăйсăрланаççĕ. Шăпах çакă ĕнтĕ шăмă хуçăлассин тата ватă çынсен остеопороз аталанассин тĕп сăлтавĕ пулса тăрать. Паллă ĕнтĕ, спорт занятийĕсем шăмă тканĕсен хулăнăшне ÿстерет.

Тăтăш тиев илмен мышцăсем пĕчĕккĕн вăйсăрланаççĕ тата арканаççĕ. Упражненисемсĕр ун масси ирĕлсе çăва куçать. Эппин, кĕлетке те кирлĕ пек ĕçлемест.

Çавăн пекех хастар пурнăç йĕрки организмран тар урлă токсинсене тата шлаксене те хăваласа кăларать.

– Тĕрĕсех калатăр. Çитменнине, спортпа туслă çынсен кăмăлĕ те яланах лайăх...

– Çаплах. /т-пÿ хастарлăхĕ çынна лайăх тонус парнелет, вăл кун тăршшĕпе те çухалмасть. Спортпа туслă çын пĕрмай çывăрас килни тата нимĕнпе те кăсăкланас килменни мĕнне те пĕлмест – унăн яланах кăмăлĕ çĕкленÿллĕ.

Ыйхă çĕтни – сире ÿт-пÿ хастарлăхĕ çитменнине кăтартакан пĕрремĕш сăлтав. Япăх çывăрни организмшăн питĕ сиенлĕ. Тĕпчевсем кунне физкультурăна 30 минут уйăракан çынсем икĕ хут хăвăртрах çывăрса кайнине тата пĕр сехет ытларах çывăрнине кăтартаççĕ.

Спортпа туслă пулни иммунитета та çирĕплетет. Пилĕк кун хушши 45 минутран ытларах утакан çынсем чиртен те хăвăртрах сывалаççĕ. Тренировкăсенче пиçĕхекен çын шăнса пăсăлассине, атмосфера пусăмĕ вылянине, инфекцисене тата вируссене лайăхрах чăтса ирттерет. Сахал хускалакан çынна вара инфекци чирĕсем хăвăртрах ереççĕ.

– Эппин, ÿт-пÿ хастарлăхĕ çын пурнăçĕнче апат çини, шăл тасатни пекех кирлĕ ĕç пулмалла. Этем пурнăçĕн тăсăмĕ те унран килет мар-и?

– Ку тĕрĕсех. Тĕрлĕ çĕршыв ученăйĕсем палăртнă тăрăх, 35 çултан аслăрах çынсем вилнин 20 проценчĕ гиподинамипе, шыçă чирĕсем аталаннин 40 проценчĕ ÿт-пÿ хастарлăхĕ çуккипе, арçынсен 53, хĕрарăмсен 27 проценчĕшĕн чĕре-тымар чирĕсемпе вилесси ÿснипе çыхăннă.

Ăслă-тăнлă çынна çакă шухăшлаттарма тивĕç. Физкультурăпа кирек хăш ÿсĕмре те туслашма май пур. Çакă çынна стрессенчен тата депрессинчен хăтарать, чирсенчен çăлать, малалла аталанма, вăхăтпа тĕрĕс усă курма май парать. Спорта юратакансем хăйсен тантăшĕсенчен 8–10 çул çамрăкрах курăнаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

калаçнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ