ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ăна йывăрлăхсем хăратман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.08.2019 16:27 Просмотров: 1182

Хăйсен ĕçĕпе хисепе тивĕçнĕ, район аталанăвĕнче паллă йĕр хăварнă çынсене пысăк юбилейсемпе чысласси ырă йăлана кĕчĕ.

Çакăн пек сумлă чыслава Санарпуçĕнчи Иустиния Федоровна Сергеева та тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн тăлăх арăмĕ 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Паллă кун Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне хисеплĕ ватă патне район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Денис Трофимов çитернĕ. Хăйĕн ятĕнчен те çирĕп сывлăх, çывăх çыннисен ăшшипе юратăвĕ пулăшнипе вăрăм ĕмĕр пурăнма суннă. Санарпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Виталий Белов та тăван тăрăхăн хăтлăхĕшĕн, ырлăхĕшĕн ĕмĕр тăршшĕпе тăрăшнă Иустиния Федоровнана саламланипе пĕрлех çамрăк ăру ятĕнчен пĕтĕм чун-чĕререн тав тунă.

Пурнăçра, чăнах та, сахал мар хура тар тăкма тивнĕ унăн. Вăхăчĕ çавăн пек килнĕ те, мĕн ачаран тĕрлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Нихăçан та алă усса, кахалланса ларман. Халĕ те, тăхăр теçеткерен иртнĕ пулин те, кил-тĕрĕшре вăй çитнĕ таран майĕпен ăшталанать.

Ял çыннисенчен чылайăшĕнни пекех Иустиния Федоровнан стажĕ те колхозри ĕçсенче пухăнса çырăннă. Йывăрлăхсем те тем чухлех такăнтарнă, анчах пуçа усман, малаллах талпăннă вăл. Чылай наградисем те унăн ят-сумне çирĕплетеççĕ: «Коммунизмла ĕç ударникĕ», Ача амăшĕн медалĕ тата ыттисем.

Ĕмĕрĕ çăмăл çырăнман Иустиния Федоровнан. Шел те, пĕрле шăкăл-шăкăл пурăннă, ачисене ÿстернĕ мăшăрĕ çут тĕнчерен ытла ир уйрăлса кайнă. Хальхи вăхăтра вăл хĕрĕн çемйипе пурăнать. Çемье ăшши, çывăх çыннисем юратни тата ун ырлăхĕшĕн тăрăшни, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем куç тулли савăнтарни кунсерен вăй-хăват парса тăрать. «Ĕçре пиçĕхсе туптаннă çирĕплĕх пулăшнипе тата паян мана юратнă çыннăмсем куç пек упранăран тăхăр теçетке урлă каçма пултартăм пулĕ»,– тет хисеплĕ ватă. Пурне те, уйрăмах çамрăксене, ĕçре телей те ырлăх тупма сунать.

Ирина ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ