ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Кайăк хитре тĕкĕпе, этем – ырă ĕçĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.08.2019 16:28 Просмотров: 1174

Галина Росадина Кульцавра кăна мар, районта та пысăк хисепре. Вăл нумай çул «Кольцовка» агрофирмăра тимленĕ, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассишĕн 39 çул тăрăшнă. Хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

– Пăру пăхнă, навус тасатнă, ĕне сунă... Тĕп зоотехникра, ферма заведующийĕнче, техник-осеменаторта ĕçленĕ, – терĕ Галина Яковлевна. – Профессие юратнăран чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕхне çитернĕ, ирĕн-каçăн вăй хунă.

Тивĕçлĕ канура пулсан та унăн хастарлăхĕ чакман-ха. Качакасем, картиш тулли чăх-чĕп усрать. Галина Росадина тĕрлĕрен тĕрлĕ пахчаçимĕç çитĕнтерет. Ял çыннисене ĕне выльăха пĕтĕлентерме те пулăшать. Кĕскен каласан, алă усса ларма, ватăлма вăхăт та çук. Ĕçчен хĕрарăм хăйĕн çулĕсенчен чылай çамрăкрах курăнать. Пит çăмартийĕ те писевпе пĕветнĕ пекех хĕрлĕ.

Вăл Кайри Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ, шкул хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен зоотехника вĕренсе тухнă.

Галина Росадина пурнăç уттинчен юлмасть, пĕлĕве тарăнлатма, ăсталăха туптама тăрăшать. Кăçал техник-осеменаторсен районти конкурсне хутшăнчĕ, ветерансем хушшинче мала тухрĕ. «Чувашское» организацин ăратлăх енĕпе тимлекен пуçлăхĕ Леонид Решетников Галина Яковлевна çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартнине çирĕплетрĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ