ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Утни пурнăçа вăрăмлатать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.09.2019 16:14 Просмотров: 216

Спорт, пурте пĕлетпĕр, сывлăха упрама тата тÿсĕмлĕхе аталантарма пулăшать, кăмăл çирĕплĕхне ÿс-терет. Анчах çул ÿсĕмне, темперамента кура е вăхăт çуккипе активлă спорт пурин валли те мар. Спортпа туслашмалли мелсем пурпĕрех кашнин валлиех пур, сăмахран – утни.

Ку тĕс организма баскетбол е кĕрешÿ, çăмăл атлетика е спортăн ытти тĕсĕсем пекех усă кÿрет. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант – вăл пысăк тăкаксем «ыйтмасть». Ятарласа спорт залне çÿремесен те, экипировка е пушă вăхăт нумай кирлĕ мар. Меллĕ тумтирпе пушмак тата хăвăра çĕкленÿллĕ туяс килни кăна пултăр.

Апла пулин те çыннăн кунне миçе утăм тумалла-ха? Тĕрĕссипе, кашнин тĕрлĕрен: пĕтĕмпех çул ÿсĕмне тата сывлăха кура. Хăшĕшĕн 1000 утăм та – «паттăрлăх», тепри вара 15000 е 20000 утăма çăмăллăнах утса тухать те ывăнма та ĕлкĕреймест. Çавăнпа малтанах çыннăн хăйĕн вăйне хакламалла.

Нумайăшĕ чупнă пек хăвăрт утни е ятарлă хатĕрсемпе (сăмахран, скандинави туйисемпе) утни кăна тĕрĕс те усăллă тесе шутлать. Çакă йăнăш шухăш. Кăмăла çĕклес, сывлăха тытса пырас тесен утас хăвăртлăха ÿстерме (уйрăмах тренировкăсен пуçламăшĕнче) сĕнмеççĕ. Мĕншĕн тесен утăм вăрăмăшĕ ÿсет, çакă вара хăвăртлăха чакарать тата часах ывăнтарать. Çапах та юриех ерипен утма та кирлĕ мар. Чи лайăх хăвăртлăх – сехетре 4–5 км – вăй-хăват та хушать, хаваслăх та кÿрет.

Кунне миçе утăм тунине тĕрĕс пĕлме ятарлă хатĕр пулăшать. Çакна валли смартфон çине ятарлă приложени вырнаçтарăр, шагомер е смарт-сехет туянăр.

Пушмак меллĕ, çăмăл та çирĕп пулни пĕлтерĕшлĕ. Енчен те сирĕн вăрах утса çÿрес тĕллев пулсан, çÿллĕ кĕлĕллĕ е пляж пушмакĕ тăхăнни вырăнсăр.

Канса-утса çÿрени ан йăлăхтартăр тесен, вăхăтран-вăхăт маршрута улăштарма тăрăшмалла. Асфальтран ывăнтăр – сăртлă-çырмаллă вырăна куçăр. Е пĕр вăхăт çывăхри стадионта е хăвăр çурт тавралла утăр. Тĕрлĕ маршрутсем чылай кăсăклăрах, тата хăвăр пурăнакан вырăнпа, тавралăхпа тĕплĕнрех паллашатăр.

Утни вăл – çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, пурнăç кăсăклăхĕ. Май пур чухне транспорта уçăлса çÿренипе ылмаштарăр, кану кунĕсенче компьютер е телевизор умĕнче ларса ан ирттерĕр – çывăхри парка е сквера, уçă сывлăша тухăр. ,ç кунĕсенче те кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче урама тухса утса çÿрессине йăлана кĕртĕр.

Чăваш енри гигиенăпа

эпидемиологи центрĕн гигиена вĕрентĕвĕпе воспитанийĕн уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ