Хастарлăхĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçе хывăнать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2019, 10:10 Просмотров: 252

Хăшпĕр çынсен хастарлăхĕнчен, пысăк ĕçлеслĕхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Пĕр самант та вырăнта тытăнса тăмаççĕ тейĕн: пĕрмаях куçăмра, вĕçĕмех ăшталанура. Калама кăмăллă, районта та чылай вĕсем: тăван тăрăхшăн тăрăшма вăхăта та, вăя та шеллемен маттурсем.

Ку ушкăна пĕр сăмахсăрах хастарлăхпа уйрăммăн палăрнă Елена Голубцовăна кĕртес килет. Çĕрпел тата Хирпуç ял поселенийĕсенче çарпа учет ĕçĕнче ырми-канми тимлет вăл. Тĕп ĕçĕнче те тивĕçĕсем яваплă ĕнтĕ, пысăк тимлĕх ыйтаççĕ. Апла пулин те обществăлла ĕçсенчен те нихăçан та аякра юлмасть. Халăхшăн чи çивĕч ыйтусене татса парассине те активлă хутшăнать.  

Тĕлĕнмесĕр май çук: епле ĕлкĕрет тулĕк; Призыв кампанийĕн тапхăрĕнче, акă, çамрăксене çара ярассипе çыхăннă мĕнпур мероприяти пурнăçлавне йĕркелет. Çар комиссариачĕпе, призывниксемпе куллен тачă çыхăнура...

Çав вăхăтрах районта иртекен патриотла мероприятисенче ялан малти ретре. Район хаçачĕн тусĕсен йышĕнче пулнине те асăнмалла: чылай кăсăклă информаципе тивĕçтерет, хăй те тĕрлĕрен мероприяти е ятлă-сумлă çынсем çинчен статья-заметкăсем аван шăрçалать. «Вĕçĕмех ĕçре, çын хушшинче пулни пачах ывăнтармасть. Вуçех урăхла, малашне тата тăрăшуллăрах вăй хума хавхалану кÿрет. Çынсене кирлĕ, усăллă ĕçе тÿпе хывма пултарнишĕн савăнатăп», – тенĕччĕ Елена Голубцова редакцири пĕр калаçура.

Нумаях пулмасть, акă, унăн обществăлла ĕçне-хĕлне пысăк хак панă. Районта иртнĕ «Чи лайăх халăх дружинникĕ» конкурсра шăпах Елена Голубцова пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. Çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçни ăнсăртран мар: Елена Петровна обществăлла вырăнсенчи йĕркелĕхе асăрхаса тăрас тĕлĕшпе курăмлă пулăшу панине полици сотрудникĕсем те палăртаççĕ. Çамрăксемпе çыхăннă çивĕч ыйтусем те ют мар уншăн. Çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен сотрудниксемпе пĕрле профилактика рейчĕсене хастар хутшăнать. Çамрăксемпе тĕл пулать, ăнăçсăр çемьесемпе тимлет. Кунсăр пуçне автоинспекторсемпе пĕрле çул-йĕр тĕрĕслевĕнче те асăрхама пулать ăна.

Сăмах май, конкурс икĕ тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕшĕнче комисси ăмăртăва хутшăннă дружинниксен пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ: пĕтĕмĕшле миçе сехет ĕçленине тата преступленисемпе административлă правăна пăснă тĕслĕхсене уçса пама хутшăннине.

Иккĕмĕш тапхăр саккунсене, административлă йĕркене пĕлнине тĕрĕслес тĕллевлĕ. Ун витĕр те ăнăçлă тухнă ăмăртуçăсем.

Апла пулин те теори енĕпе те, практика тĕлĕшпе те чи пысăк балл пухаканĕ – Елена Голубцова. Ытти призлă вырăнсене конкурс комиссийĕ çакăн пек палăртнă: иккĕмĕшĕнче – Иван Терентьев, виççĕмĕшĕнче – Юрий Васильев.

Çĕнтерÿçĕне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Хисеп грамотипе чысланă, йĕркелĕх хуралĕнче хастарлăх кăтартнăшăн тав тунă. Халĕ Елена Голубцова республикăри чи лайăх халăх дружинникĕн ятне тивĕçессишĕн тупăшма хатĕрленет.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика