Чун туртăмне мăнукĕсене парнелесшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.09.2019, 09:53 Просмотров: 260

Ĕлĕк вĕлле хурчĕсене сăваплă, вĕсене Турă янă тата пуласлăха палăртакан чĕрĕ чунсем тесе шутланă. Çакăн пек сăнавсем те палăртнă: пÿрте вĕçсе кĕнĕ вĕлле хурчĕ çемьене телей илсе килет, алă çине пырса ларни – укçана, пуç çине – çак çын пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тăвасса.

Паллах, хурт-хăмăр ĕрчетекенсем паллă-сăнавсене тĕпе хурса мар, чун туртнипе ĕçлеççĕ.

Кивьял Хапăсра пурăнакан Анатолий Трофимович Андреева ку енĕпе ĕçлеме пурнăçри пĕр ăнсăртла пулăм хистенĕ. ПМК-ра вăй хунă вăхăтра пĕрле ĕçлекенсем предприяти территорине уйрăлнă çăвăр хуртсем иленнине асăрханă. Пурте тÿрех Анатолий Трофимовича чĕнсе илнĕ. Ашшĕ утар тытнине пĕлнĕ ĕнтĕ.

– Çăвăр хуртсене типтерлĕ пуçтартăм та киле илсе килтĕм. Аттене «сана валли» терĕм. Анчах вăл нимĕн те шарламасть. Уткаласа çÿренĕ хыççăн чĕнсе илчĕ те «ак сана вĕлле, рамăсем, пушă карас – хăв ĕçлесе пăх» терĕ, – кăмăллăн калаçрĕ Анатолий Трофимович.

Унăн ашшĕ, Трофим Андреевич Андреев, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, çирĕплĕхпе, çивĕч ăс-тăнпа палăрнă. Минометчик пулнă вăл. Ржев патĕнчи хаяр çапăçусенче икĕ урине те хытă амантнă. Вăрçă хыççăн колхозра счетоводра тăрăшнă. Вăл вăхăтра Чапаев ячĕллĕ хуçалăхăн районĕпе чи пысăк утар пулнă иккен. Вĕсем Кĕçĕн Çавал юпписенчи вăрмансенче – Хăйăрлăра, Йĕнелте, Сител тăрăхĕсенче, ытти вăрмансенче – вырнаçнă. Ял çумĕнчи Шĕшкĕлĕхре виноград ÿстернĕ. Колхозăн тилĕ ферми пулнă, пахчаçимĕç вăйлă çитĕнтернĕ.

– Атте колхоз председателĕн ăс-тăнне, вăр-варлăхне питĕ ырлатчĕ. Хăй те канма пĕлмесĕр ĕçлетчĕ. Унăн та утарĕ пĕчĕкех марччĕ. Ăна сахал мар пулăшнă. Ача чухне ăнлансах кайман, ĕçлесех те килмен пулĕ, анчах аслисен сăмахĕнчен иртмен, – аса илчĕ вăл.

Ашшĕне пулăшнă чухнехи хăнăху Анатолий Трофимовичшăн çав тери усăллă пулнă. Çакна вăл хурт-хăмăр ĕçне тытăнсанах туйса илнĕ. Çийĕнчех вăл ашшĕ çырăнса илнĕ «Пчеловод» журнала тĕппи-йĕрĕпе шĕкĕлчеме тытăннă.

Ку ĕç тыткăнне тÿрех лекнĕ вăл. Вĕлле хурчĕсен пурнăçĕ кунран-кун кăсăклăх кÿнĕ. Çапла килти утарĕ те пĕчĕккĕн ÿснĕ.

– Вĕлле хурчĕсем питĕ ăслă чĕрĕ чунсем. Хăйсене мĕнле пăхатăн, çавăн пек пархатарпа тавăраççĕ, – тет Анатолий Трофимович.

Ку ĕçпе хăйĕн мăнукĕсем кăсăкланнишĕн савăнать. Тăваттăн вĕсем Людмила Яковлевна мăшăрĕпе иккĕшĕн. Уйрăмах кĕçĕн хĕрĕн, Наташăн, аслă ывăлĕн, Семăн, алли ларнăн туйăнать кукашшĕне, яла килсенех вĕллесем патне тухасшăн ăшталанать иккен. Ама хуртсене те çăмăллăнах уйăрать.

Анатолий Трофимович ĕлĕкхилле каска вĕлле те ăсталаса пăхнă. «Анчах ăна ĕçлеттерсе яраймарăм. Хамăн ĕç пирки Шупашкара кайсан республикăри «Хурт-хăмăр ĕçĕн агентстви» обществăн генеральнăй директорне Геннадий Максимова пĕлтертĕм. Каярахпа вăл кунашкал вĕллесене иккĕ ăсталанине каларĕ»,– терĕ утарçă улмуççи çумĕнче ларакан ĕçне кăтартса.

Анатолий Трофимович хурт-хăмăр ĕрчетес мал опытпа паллашас тĕллевпе районти, республикăри семинар-канашлусене те пайтах хутшăннă. Кăçал кăна çитеймен унта.

Анчах та ăна шухăшлаттаракан ыйту та пур: пыл хурчĕсем пысăк йышпа вилни. Çавăнпа та специалистсен канашĕсене тимлĕн пурнăçлама тăрăшать вăл.

Маларахри çулсенче Кивьял Хапăсра хурт-хăмăр ĕрчетекенсем темиçен те пулнă, чылайăшĕ ку ĕçе пăрахăçланă. Анчах та юлашки çулсенче каллех кăсăклăхпа палăракансем тупăннă. Вĕсем час-часах Анатолий Трофимович патне канашлама килеççĕ е хăйне чĕнсе илеççĕ. Ырă çын нихăçан та мăнкăмăлланса тăмасть – кирлĕ сĕнÿсем ун яланах пур. Çакă ун чунне те киленĕç кÿрет. Çитменнине, вăл ку енĕпе литература нумай вулать, специалистсен ятарлă передачисене пăхать.

Ĕмĕрĕпе электрикра вăй хунă: Вăрнарти хими заводĕнче, 10-мĕш ПМКра, «Водоканалта». Чи пысăк разрядпа ĕçленĕ. Тăрăшулăхĕшĕн, тĕплĕ те тĕрĕс ĕçĕшĕн коллективра яланах хисепре пулнă, пуçлăхсен тавне, чылай наградăна тивĕçнĕ. Анатолий Трофимович Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш училищĕре, хыççăн Чулхулари промышленность предприятийĕсем валли электриксем хатĕрлекен техникумра пĕлÿ илнĕ.

Тепĕр кăсăклану та пур унăн: самолетсем. Ачаран тĕвĕленнĕ ку туртăм. Телее, çар служби те ку енĕпе çыхăннă унăн. Анатолий Трофимович Германире истребитель-бомбардировщиксене пăхса тăрас ĕçе хутшăннă. Паянхи пурнăçра самолет моделĕсем çĕнелсе, хăватланса, çĕршывăн авиатехнологийĕсем аталанса пыни савăнтарать ăна.

Людмила Яковлевнапа хăйсем пекех ăслă-тăнлă, маттур хĕрсем çитĕнтернĕ вĕсем. Мăшăрĕ ĕмĕрĕпе ача садĕнче ĕçлесе пысăк хисеппе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çирĕп хуçалăх тытса пыраççĕ вĕсем, пÿрт-çуртне çĕнетессишĕн тăрăшаççĕ. Ачисем, кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем час-часах пулăшма çÿренĕшĕн чунтан хĕпĕртеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика