Вырăна тухса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.09.2019, 09:55 Просмотров: 237

Йĕрке хуралĕн представителĕсем, профилактикăн мĕнпур субъекчĕсем, хула-ял поселенийĕсен ертÿçисем, ыттисем иртнĕ эрнере Шĕнер Ишек тăрăхĕнче пухăннă.

Кунта районти право йĕркине пăснине асăрхаттарассипе тимлекен комисси вырăна тухса ĕçленĕ. Ларусене ялсенче йĕркелени ăнсăртран мар, çакă саккуна пăхăнаслăх тĕлĕшпе пĕр-пĕр тăрăхри чăн лару-тăрăва пĕлме-ăнланма май парать. Сăмах май, çак кун ятарлă ĕçлĕ ушкăнсем ăнăçсăр çемьесене те çитнĕ, çурт-йĕрпе йăла условийĕсене тĕрĕсленĕ.

Шĕнер Ишек ял поселенийĕн пуçлăхĕ Радим Убаков пĕтĕмлетнĕ тăрăх, кăçалхи сакăр уйăхчен ялсенче право йĕркине пăснă тĕслĕхсем çырăнман. Шел, ку статистикăна унчченхи эрнере пулнă преступлени пăснă-мĕн. Пуçлăх профилактика канашĕ, поселени активĕ йĕркелĕхе тивĕçтерессине хастар хутшăнни лару-тăрăва тимлĕхре тытма пулăшнине каланă.

Ку тăрăхри тĕрĕслеври çемьесенче пулнă май вĕсенче, тĕпрен илсен, лайăх улшăнусем курăннине çула çитменнисемпе тимлекен сектор заведующийĕ Мария Кроткова та палăртнă. «Вĕренме кайма пулăш» акци йĕркипе, акă, вырăнти виçĕ çемьене пулăшу кÿнĕ: вĕренме кирлĕ мĕнпур япаласемпе комплектланă шкул портфелĕпе тивĕçтернĕ.

Комисси профилактика канашĕн ларăвĕсенче кун йĕркине ку тăрăхшăн пĕлтерĕшлĕ чи çивĕч ыйтусене кăларма, профилактика учетĕнчи çемьесемпе, ĕçкĕпе аташакансемпе тата ытти ушкăнри çынсемпе кашнинпе уйрăммăн ĕçлессине малашне те тăсма сĕннĕ.

Ларура çавăн пекех юсану учрежденийĕсенчен таврăннă çынсене тÿрленме, пурнăçа йĕркелеме майсем туса парас тĕллевпе поселени пуçлăхĕсене сăнав комиссийĕсем туса хума сĕннĕ. Комиссисем ку ушкăнри çынсен пурнăç условийĕсене тишкерессипе, ĕçе вырнаçтарас ыйтусемпе тата ытти енĕпе тимлĕç.

Полицин «Вурнарский» пайĕн сотрудникĕсене Роспотребнадзорăн Канашри пайĕпе пĕрле алкогольлĕ тата спиртлă шĕвексен саккунсăр çаврăнăшне, çав шутра эрех-сăрана ачасене сутнине те, асăрхаттарассипе тата чарассипе витĕмлĕрех ĕçлеме сĕннĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика