Тимлĕхре – çамрăксем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.09.2019, 11:37 Просмотров: 266

Ачасемпе çамрăксем эрех-сăрапа туслашни хальхи вăхăтра чăннипех те чи çивĕч ыйтусен шутне кĕчĕ.

Шалти ĕçсен республикăри министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, оперативлă хыпарсенче çула çитменнисем алкогольлĕ шĕвексене ĕçнĕ е вăрланă тĕслĕхсем, шел те, сахал мар. Чарусене пăхмасăрах явапсăр сутуçăсем çула çитменнисене эрех-сăра сутни те тĕл пулать: сакăр уйăхра кăна республикăра киревсĕр 100 тĕслĕхе шута илнĕ.

Кунсăр пуçне тепĕр япăх пулăм та çирĕпрех мерăсем йышăнмалли пирки калаçтарать – çамрăксем хушшинче ирех сигарет мăкăрлантарма тытăнакансем чылай. Республикăра, сăмахран, кăçалхи 8 уйăхра табак туртнипе çыхăннă чарусене пăснă çула çитмен 270 ачапа çамрăка палăртнă. Вĕсене сигарет туртма явăçтарнăшăн вара 15 çынна административлă явап тыттарнă, çав шутра – хамăр районта та.

Сиенлĕ йăласем çитĕнекен ăру сывлăхĕшĕн пăшăрханмалли сăлтав пулса тăнăран асăрхаттару ĕçĕ пысăк тимлĕхре. Сентябрĕн 13–22-мĕшĕсенче те ун йĕркипе, акă, «Çамрăк – Алкоголь – Табак» профилактика мероприятине ирттернĕ. Пĕтĕм республикăри пекех районта та çула çитменнисене эрех-сăра тата сигарет сутнă тĕслĕхсене асăрхаттарас тĕллевпе суту-илÿ вырăнĕсене тĕрĕсленĕ.

Рейдсене полици сотрудникĕсемпе пĕрле ытти службăсем те хутшăннă, халăх дружинникĕсем те пулăшу кÿнĕ.

«Район администрацийĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен сектор специалисчĕсемпе пĕрле вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕлпулусем те йĕркелерĕмĕр. Вĕренекенсемпе калаçусем саккунпа йĕркелĕхе пăхăнасси, хăрушсăрлăх правилисем пирки пычĕç. Паллах, алкогольлĕ шĕвексем сывлăха мĕнле сиен кÿнине ăнлантарасси малти вырăна тухрĕ. Эрех-сăра усал çул çине тăратма, киревсĕр ĕçсем тума «хистеме» пултарнине ачасемпе çамрăксем патне çитерме тăрăшрăмăр. Информаци сехечĕсем вĕсемшĕн вĕрентÿллĕ пуласса шанас килет», – пĕлтерчĕ полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен аслă инспекторĕ Эльвира Татарова.

Полици ĕçченĕсем профилактика мероприятийĕсем вăхăтĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсен таврашĕсене, обществăлла тата çамрăксем пухăнакан вырăнсене те тĕрĕсленĕ. Çавна май виçĕ ача сигарет туртнине палăртнă, пĕр çынна çула çитменнисене ку сиенлĕ йăлана явăçтарнăшăн явап тыттарнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика