Салтак кашăкĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.09.2019, 11:38 Просмотров: 280

Вăрнарти историпе краеведени музейĕ тĕлĕнмелле кăна мар, çав тери сайра экспонатпа пуянланнă.

Ку вăл – «1917» çул тесе палăртнă тата «Филипп Иванов» тесе çырнă салтакăн тимĕр кашăкĕ. Ăна музея Вăрнарти «Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ Мария Николаевна Павлова парнеленĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçин реликвийĕ кăшт чĕркеленнĕ, анчах лайăх упраннă. Вăл Мария Николаевнан аслашшĕн – Уравăш салинче пурăннă Филипп Иванович Ивановăн.

Филипп Иванович – Пĕрремĕш тĕнче, Граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисен участникĕ. «Музей фондĕнче ку кашăк çак çынпа çыхăннă иккĕмĕш экспонат. Кунта унăн Етĕрнери уезд училищинче вĕреннине ĕнентерекен свидетельство та упранать», – пĕлтерчĕ историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Ивановна Шарипова.

Филипп Иванович уезд училищинче чи малтан пĕлÿ илнĕ вуникĕ вĕренекенрен пĕри. Унăн аслă ывăлĕ, Мария Николаевнан ашшĕ, Николай Филиппович Филиппов (колхоз председателĕ пулнă) тата кинĕ, Валентина Андреевна Филиппова (нимĕç чĕлхи учителĕ, РОНО заведующийĕ), – районти паллă çынсем. Вĕсем иккĕшĕ те вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă.

«Халăх астăвăмĕ» сайтра Филипп Иванович Иванова 1945 çулта «Çапăçури паттăрлăхшăн» медальпе наградăланине ĕнентерекен документсене тупнă. Унта пирĕн ентеш 1943 çулта амансан та демобилизациленменнине, уйри 21-мĕш çăкăр завочĕн пекарĕнче службăра тăнине пĕлтернĕ.

– Музей «Никам та манăçман, нимĕн те манăçман» акцие малалла тăсать. Кăсăклă историсем, кăсăклă экспонатсем малалла та пуласса шанатпăр, – терĕ Елена Ивановна.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика