ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Асăрхаттарма çăмăлрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.10.2019 08:53 Просмотров: 364

Вырсарникун республикăра тăватă тă-рăхра пушарсем алхаснă. Икĕ тĕслĕхĕнче уçă территорисенче çÿп-çап тивсе илнĕ, теприсенче вара хуралтăсем çуннă.

Вут-çулăм инкекĕсенчен пĕри хамăр районта çырăннă. Çакăн çинчен Чăваш енри гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен министерство пĕлтерет.

«Каçхи 10 сехет тĕлĕнче «хĕрлĕ автан» Малти Ишек ялĕнче алхасма тытăннă. Пушар Çĕнĕ урамри пĕр хуçалăхри хуралтăсене тĕп тунă. Çулăма сÿнтерекенсен пурăнмалли çурта çăлса хăварма май килнĕ. Инкек сăлтавне палăртассипе ĕçлеççĕ», – тенĕ ку ведомствăн пресс-службин информацийĕнче.

Каламалла, унчченхи çулхи кăтартусем сивĕ çанталăкра пушарсен шучĕ ÿсме пултарнине çирĕплетеççĕ. Çак пăшăрхануллă пулăма пушар хуралĕн ĕçченĕсем çынсем çуртсемпе хваттерсене ăшăтнă чух асăрханулăх çинчен маннипе çыхăнтараççĕ.

Инкексенчен сыхланас тĕллевпе хăрушсăрлăх правилисене уйрăмах çирĕп пăхăнма сĕнеççĕ вĕсем. Сăмахран, килте ăсталанă, шанчăксăр ăшă приборĕсемпе вуçех усă курма юрамасть. Электрорадиаторсене асăрхавсăр çутса хăварни е ачасене пăхса тăма хушни те хăрушă.

МЧС ĕçченĕсем тимлесех асăрхаттараççĕ: ăшă приборĕсене чикетĕр-тĕк, çунман материал çине вырнаçтармалла, удлинительпе усă курма юрамасть.

Ăшă приборĕсене туяннă чух хăй тĕллĕн сÿнекен системăллине суйламалла. Ĕçленĕ май вĕсен пралукĕ е вилки хĕрет-тĕк, ăна тÿрех сетьрен кăлармалла. Прибора пухăнакан тусанпа хураран тасатсах тăмалла.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ