ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Качча кайиччен вăрманта пурăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.10.2019 10:15 Просмотров: 345

Ăраскал тени кашни çыннăн ăрасна. Пурнăç кустăрми хăш еннелле кусса кайнине тепĕр чух пĕлме çук. Хăйĕн шăпи Вăрнар енĕпе çыхăнасса Нина Васильевна Трофимова тĕлленме те пултарайман.

Вăл Канаш енчи Йăлмачча ялĕнче вăтам тупăшлă хресчен çемйинче çуралнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче «кулак» тени аçа çиçĕм çапнă евĕр янăранă. Çак сăмах вĕсен çемйине те пырса тивнĕ: ашшĕне «пуян хресчен» тесе айăпланă. Пурлăхне туртса илнĕ. «Çăкăр-тăвар çитсе пытăр тесе пилĕк авма, вăй-хал пĕтиччен тар тăкма ÿркенменнишĕн айăплă-им эпĕ?» – тенĕ Нинăн ашшĕ чунĕ кÿтсе килнĕрен.

Вăл çĕнйĕркелÿ тапхăрне пачах кăмăлламан. Тарăхнипе тăванĕсемпе пĕрле лăпкăрах вырăн шырама тухса кайнă. Пăрачкав районĕнчи Краснобор ялĕ шăпах та вăрман варринче   вырнаçнă. Ашшĕпе тăванĕсене вăл çăлăнăç «çурутравĕ» пек туйăннă. Арçынсем 1937 çулта çак тăрăхра пÿртсем лартнă хыççăн вĕсен çемйисем те Пăрачкав енне куçса килнĕ.

Ун чух Нина пиллĕкре пулнă. Хĕрачана вăрман ăшĕнчи ял тÿрех кăмăла кайнă. Тавраллах çырли-кăмпи, хĕлле валли вут-шанкине те çителĕклĕ хатĕрлеме пулать. Ахальтен каламаççĕ: «Уй пек асли, вăрман пек пуянни çук». Çĕн вырăнта пурнăç та майлашăнма тытăннă. Çемье пуçĕ хушма хуçалăха аталантарассипе хытă тимленĕ.

Фашизмла Германи пирĕн çĕршыва тапăнсан ашшĕн те салтак аттине тăхăнма тивнĕ. Анчах та юнлă çапăçу хирĕнчен вăл чĕрĕ-сывă тухайман.

– Йыснасем те, куккасем те вăрçăран таврăнчĕç. Аттене кăна кĕтсе илеймерĕмĕр, – хурланчĕ 87 çулти Нина Васильевна.

Нина Трофимова шкулта вĕренесшĕн çуннă, пĕлÿ патне туртăннă, медсестра профессине алла илме ĕмĕтленнĕ. Анчах та тăватă класс пĕтернĕ хыççăн шкулалла çул такăрлайман. Аппăшĕпе иккĕшĕн тăватă пĕртăванне ура çине тăратмалла пулнă. Амăшĕ ирĕн-каçăн фермăра ĕçленĕ. Пĕве кĕрсен çити-çитми пурнăç Нинăна алла пуртă тыттарнă. Вăл çемье çавăриччен Пăрачкав районĕнчи вăрман промышленноçĕн хуçалăхĕнче вăй хунă. «Нина аллинче ĕç вĕресе тăрать»,– тенĕ хастар та тăрăшуллă хĕр пирки.

Вăл Турă çырнипе – Санарпуç каччипе – ĕçре паллашнă. Йĕкĕт йывăçсене моторлă пăчкăпа каснă. Каччă Нинăна питĕ килĕштернĕ. Сăмах чĕнме вăтаннăран хĕр куриччен унăн пурттине хăвăртрах хăйраса хунă имĕш. Вăхăт нумай иртмест – çамрăксем пĕр чĕлхе тупаççĕ, çемье çавăраççĕ, пĕр сукмакпа утма тупа тăваççĕ. 1959 çулта Хабаровск тăрăхне куçса каяççĕ. Тепĕр икĕ çултан   Вăрнар енне таврăнса Санарпуçĕнче тĕпленеççĕ.

Нина Васильевна хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕр ĕçе те тиркемен, фермăра та, техничкăра та ĕçленĕ. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Трофимовсем тату пурăнса виçĕ ача – икĕ хĕрпе пĕр ывăл – çитĕнтернĕ. Шел те, инкек куçа курăнса килмест. Çухату хыççăн çухату... Мăшăрĕ, хĕрĕ, ывăлĕ, мăнукĕ пурнăçран ытла та ир уйрăлса каяççĕ.

Хуйха-суйха чăтма питĕ йывăр, çапах та ĕç ветеранĕ пусăрăнчăк шухăшсене сирме тăрăшать. Пĕрле пурăнакан кинĕ Людмила ăшшăн калаçни те ватă çыннăн кăмăлне çĕклет. Иккĕшĕ   çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕксене пăхма юратаççĕ. Нина аппа мăнукĕсене чăтăмсăррăн кĕтет. Вĕсем килсе пÿрт тултарсан хăйне питĕ телейлĕ туять.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ