ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Маттур, Катя!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.10.2019 10:16 Просмотров: 320

Футбол – арçын ачасемшĕн çеç мар, хĕрачасемшĕн те спортăн чи юратнă тĕсĕ пулса тăма пултарассине çак тĕслĕх яр уççăн çирĕплетет: Мăньял Хапăсри Екатерина Леонтьева иккĕмĕш çул ĕнтĕ профессионаллă «Химик-Август» командинче вылять.

Тепри, тен, хĕрачаран усси сахалтарах тейĕ. Анчах та кунашкал сăмахсем Катя Леонтьевана пачах пырса тивмеççĕ – вăл тăван командăшăн çивĕч те пултаруллă вылять.

Футбола Катя ăнсăртран килнĕ. Пĕлтĕр çуллахи каникул вăхăтĕнче амăшĕ ăна «Химик-Августăн» 2007 – 2008 çулсенче çуралнă ачасен команди йышĕпе вылякан Никита пиччĕшĕпе пĕрле «вăхăт ирттермелле» тесе янă. Вăйăсем тÿрех тыткăна илнĕ çеç мар, хĕрача çитĕнÿсемпе те савăнтарма пултарнă. Иртнĕ çул ачасем хушшинче иртнĕ сумлă турнирта вăл «Август» Кубокĕн ятарлă статуэткине çĕнсе илнĕччĕ.

Кăçалхи сезонти кăтартусем те чаплă. 2009 çулта çуралнă ачасен йышĕпе выляса республикăра чемпионсем пулса тăнă. Владимирта иртнĕ турнирта 2-мĕш пулнă. Сентябрьте вара «Химик-Август» Анапăра йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри «Загрузи себя футболом» фестивальте ăнăçлă вылянă, 57 командăран 4-мĕш пулнă, Кубока тивĕçнĕ. Чи савăнăçли – Катя çак турнирăн «Чи лайăх хÿтĕлевçи» пулса тăни. Ăна ятарлă статуэткăпа (спорт бутсыне сăнланă) чысланă.

Катьăн спортри çитĕнĕвĕсем пĕчĕк мар. Ăна çăмăл атлетикăра, йĕлтĕр ăмăртăвĕсен пьедесталĕсем çинче те час-часах курма пулать. Чи пирвайхи старта вăл иккĕре «Нацисен кросне» тухнăччĕ, дистанцие чупсах вĕçленĕччĕ.

Паллах, хĕрачан камран тĕслĕх илмелли пур. Катьăн амăшĕ те, Надежда Валериановна, аппăшĕпе пиччĕшĕ те спортăн пысăк тусĕсем. Массăллă ăмăртусене çулсерен çемйипе хутшăнаççĕ вĕсем, пурте пьедестал çине хăпарма тивĕçеççĕ. Вĕсене çемье пуçĕ, Сергей та, хавхалантарса пырать.

Катя футбол тренировкисем çук чухне йĕлтĕр секцине çÿрет. Çуллахи вăхăтра вĕсемпе, Вăрманкас тата Мăньял Хапăс ачисемпе, районăн паллă та пултаруллă спортсменки Эльвира Чугунова тренировкăсем ирттерет. Ку занятисенчен амăшĕсем те юлмаççĕ, чупу çаврăмĕсене хаваспах çĕнеççĕ.

Чи кирли – Катя çитĕнÿсем патне çирĕппĕн туртăнни. Тĕллеве вăл пысăк кăмăлтан, пĕтĕм вăйран пурнăçлать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ