Асăрхăр: конкурс!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.10.2019, 08:41 Просмотров: 282

Чăваш кĕнеке издательстви сире «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» реги-онсем хушшинче тăх-хăрмĕш хут иртекен кон-курса хутшăнма чĕнет.

Вăл пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырĕ. Унта 6–22 çулсенчи ачасемпе яш-кĕрĕм çеç мар, аслисем те хутшăнма пултараççĕ.

Конкурс пурĕ пилĕк номинаципе иртет:

«Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă чи лайăх кĕнеке». Çак ĕçре кĕнекене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса памалла: вăл е ку кĕнеке сире мĕнпе тыткăнларĕ, мĕншĕн шăпах çак хайлава суйласа илтĕр т.ыт.те. Ĕç калăпăшĕ – 1–2 страница. Хаклавне хăш кĕнеке тăрăх хатĕрленине, авторне палăртма ан манăр. Ĕçсене чăвашла та, вырăсла та хатĕрлеме юрать, анчах аслă ÿсĕмрисен çакна астумалла: Чăваш кĕнеке издательствинче 2018–2019 çулсенче тухнă кĕнекесемпе çеç усă курма юрать. Хаклавсене fed–Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электронлă адреспа йышăнатпăр.

«Вăрçă çинчен çырнă хайлавăм». Ку номинацие Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халалланă. Унта хутшăнаканăн вăрçăра пулнă аслашшĕсем е мăн аслашшĕсем каласа панине тĕпе хурса çырнă илемлĕ произведени тăратмалла. Калăпăшĕ – 1–2 страница. Вырăсла та, чăвашла та çырма юрать. Ĕçсене fed–Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электронлă адреспа йышăнатпăр.

«Юратнă хайлав тăрăх хатĕрленĕ ÿкерчĕк». Ку номинацие хутшăнакансем кĕнекери кăмăла кайнă пĕр-пĕр саманта ÿкерсе пама пултараççĕ. Сăнар портретне çеç калăпланă тата кĕнекесенчен ÿкерсе илнĕ ĕçсене жюри членĕсем пăхса тухмаççĕ, хак памаççĕ.

«Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кĕнеке пек хатĕрлесе памалла. Çак ĕçе калăплакансем тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлĕ хутсемпе усă курма пултараççĕ. Текста алăпа çырмалла, интернетран тупса çыпăçтарнă ÿкерчĕксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ĕçĕ тĕпре.

«Эпĕ Чăваш кĕнеке издательствин кĕнекине суйлатăп». Ку номинацире чи килĕшнĕ кĕнеке çинчен видеоролик хатĕрлемелле, вăл 1,5 минутран вăрăмрах пулмалла мар. Кĕске видео ÿкерекенсен хăйсен ĕçĕсене пирĕн «ВКонтакте» страницине https://vk.com/id391792345 адреспа ярса памалла.

Кирек хăш номинаципе тăратакан ĕçе те ачан хăйĕн пурнăçламалла, аслисем ача ятĕнчен хатĕрлесе панă ĕçсене жюри членĕсем шута илмеççĕ. Конкурса хутшăнма Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кăларăмсемпе çеç усă курмалла. Уйрăм хут çине номинаци ятне, конкурса хутшăнаканăн ячĕпе хушаматне, миçе çултине, хăш шкулта вĕреннине е ĕçленине (чăвашла та, вырăсла та туллин тата тĕрĕс), килти адресне, конкурса хутшăнма хавхалантараканăн (ертÿçĕн) хушаматне, ятне, ашшĕ ятне туллин, телефон номерне, суйласа илнĕ кĕнекен ятне, авторне, хăш çулта тухнине палăртмалла.

Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, 820-мĕш пÿлĕм, «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс. Конкурсăн тулли йĕркипе тата конкурса хутшăнакансен списокĕпе Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче www.chuvbook.ru адреспа «Конкурссем» пайра паллашма пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика