Спорт комплексĕ юсав кĕтет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.10.2019, 08:43 Просмотров: 1324

Иртнĕ эрнере Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ, Наци радиовĕнче тата Тăван радиора тÿрĕ эфир йĕркеленĕ.

Калаçусем вăхăтĕнче халăха хумхантаркан чылай ыйту пулнă, вĕсем влаçа тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хистеççĕ.

Тÿрĕ эфира килнĕ ыйтусем тĕрлĕ сферăна, пурнăçăн тĕрлĕ енне пырса тивнĕ. Вăрнар районĕнчен те шăнкăрав пулнă. Наталья Тимофеева Вăрнарти «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕнче юсав ĕçĕсем кирлине пĕлтернĕ.

Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексне республикăра чи пирвайхисен йышĕпе çĕкленĕ. Ăна 2005 çулта хамăр районта ирттернĕ Республика кунĕнче уçнăччĕ. Чăн та, çак тапхăртанпа спорт объектĕнче пысăк юсав валли ĕçсем пухăннă. Комплекс директорĕ Владимир Викториевич Прокопьев пĕлтернĕ тăрăх, кунта çуртăн тăррине, стенасен пĕр пайне, маччана юсамалла. Çавăн пекех электричество ламписене диодлисемпе улăштармалла, алăксене çĕнетмелле. Холра та юсав ĕçĕсем ирттермелле.

Ку ыйтупа Чăваш ен Физкультурăпа спорт министерствине тухнă. Вăрнарсем вăл çитес çул та пулин татăласса шанаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика