Çĕнĕлĕхсене çул парать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.10.2019, 10:11 Просмотров: 1216

Раççей историйĕнчи вуниккĕмĕш халăх çыравĕ цифрăллă çĕнĕ форматпа иртет. Çыравçăсемпе пĕрлех çынсен «Госуслуги» порталта онлайн-анкета ыйтăвĕсем çине хуравлама май пур. Çырав листисен ыйтусен переченĕнче те улшăнусем пулĕç.

ООН даннăйĕсемпе 2019–2020 çулсенче халăх çыравĕ тĕрлĕ формăпа тĕнчери 80 çĕршывра иртет.

Раççейре вăл 2010 çулта пулнăччĕ. Унтанпа çĕршывра 40 миллиона яхăн демографилле пулăм (ача çурални, çын вилни, пĕрлешни, уйрăлни, урăх çĕре пурăнма куçни) пулса иртнĕ. 2020 çулхи çырав улшăнусен масштабне хаклама пулăшĕ, Раççей обществин структури çинчен пĕлме май паракан хаклă çăлкуç пулса тăрĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ăна 2020 çулхи октябрĕн 1–31-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Аякра тата çитме кансĕр районсенче вăл апрелĕн 1-мĕ-шĕнчен тытăнса декабрĕн 20-мĕ-шĕччен пырать. Пулас çыравра ытларах çĕнĕ технологисемпе усă курасси çине тимлĕх уйăрĕç: электронлă перепиç хучĕсене Пĕрлехи порталта, МФЦ-ра хуравлассине, переписчиксем хут бланксем вырăнне планшетсемпе усă курассине çул парĕç. Çĕнĕлĕхсене пула çырав процесĕ меллĕрех, информаци пахалăхĕ пысăкрах пулĕ. Росстат 2018 çулхи сăнавлă халăх çыравĕ вăхăтĕнче сведенисене пухас çĕнĕ формата ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ.

Çитес çулхи октябрĕн 1–25-мĕшĕсенче ЕСИА тытăмĕнче учетнăй запись пур çынсенчен кашниех «Госуслуги» порталти интернет-çырава хутшăнма пултарать. Çитменнине, унта харпăр-хăйшĕн çеç мар, çемье членĕсемшĕн те анкетăна тултарма май пур.

Онлайн-çыраври ыйтусем переписчиксенни пекех пулĕç, анчах пĕчĕк уйрăмлăхсемпе – ăнлантарусемпе. Кунашкал мелпе анкетăна хуравлакансем цифрăллă код илĕç, ăна çынсен переписчиксене пĕлтерме тивĕ.

Унпа пĕрлех çырав йăлана кĕнĕ формăпа та иртет. Переписчиксем хваттерсемпе çуртсене çитсе информаци пухĕç. Вĕсене ятарлă тумпа тата удостоверенипе уйăрса илме май пулĕ. Унсăр пуçне, çырав участокĕсен ĕçне йĕркелĕç – унта хăйсен хваттерĕсене переписчиксене вăл е ку сăлтавпа кĕртме килĕшмен çынсем пырса ыйтусене хуравлĕç.

Октябрĕн 28–31-мĕшĕсенче çуртсен 10 процентĕнче тĕрĕслевлĕ ыйтăм ирттерĕç.

Халăх çыравне хутшăнасси – ирĕклĕ ĕç. Раççейре, нумай çĕршыврипе танлаштарсан, унта хутшăнманшăн айăпламаççĕ. Çырав хучĕсене çынсен сăмахĕ тăрăх кăна, нимĕнле документ ыйтмасăрах çырса тултараççĕ. Çын вăл е ку ыйту çине хуравламасан та пултарать.

Халăх çыравĕ – пĕтĕмĕшле конфиденциаллă. Статистикăна вăл е ку çыннăн уйрăм даннăйĕсем мар, цифрăсем кирлĕ. Çавăнпа та 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри çыравăн программинче тупăш виçине мар, вĕсен çăлкуçне кăна ыйтаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика