Виçе улшăнмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.10.2019, 10:12 Просмотров: 1199

Чăваш ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, республика правительствин ларăвĕнче 2020 çул валли нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама хывакан тÿлев виçине палăртса хăварнă.

Тÿлеве 2018–2019 çулсенчи шайрах хăварма йышăннă: хваттерсен кашни тăваткал метрĕшĕн – 6,3 тенкĕ. Çак виçепе пухăнакан тÿлевĕн çитес çулхи пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 800 млн тенкĕпе танлашмалла. Кăçал юлаканни – тата 630 млн тенкĕ. Çак укçа юсама палăртнă çуртсенчи ĕçсене туллин пурнăçлама, юсав ĕçĕсене 2019 çулхинчен 30 процент ÿстерме çителĕклĕ.

Чăваш ен Строительство министерствин даннăйĕсем тăрăх, тĕп юсав ĕçĕсемшĕн укçа-тенкĕ пухасси ÿссех пырать. 2014 çулта çак кăтарту 83 процентпа танлашнă пулсан, 2018 çулта – 94 процентпа. Апла пулин те паян ку енĕпе укçа-тенкĕ пухса çитермен кăтарту 700 млн тенке çитнĕ, ку пĕлтĕрхинчен 100 млн тенкĕ сахалтарах.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика