Ентеше чысланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.11.2019, 16:25 Просмотров: 5108

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пирĕн ентеше – ЧАССР халăх артисткине Анна Кутузовăна чысланă.

Халăх юратакан артистка чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче сумлă юбилейне паллă тунă. Театр ертÿлĕхĕ, ĕçтешĕсем, çывăх тăванĕсем тата куракансем Анна Николаевнăна ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕç. Пайăк пики вăтам шкул хыççăн Хусанти медицина институтне вĕренме кĕнĕ, анчах часах тухтăр ĕçне йăнăшпа суйласа илнине ăнланнă та вĕренме пăрахса тăван ялне таврăннă, клубра ĕçлеме пуçланă. Актриса пулас тени ăна 1954 çулта Чăваш драма театрĕн хушма студине илсе çитернĕ. Пĕлĕве Мускавра, А.Н.Луначарский ячĕллĕ ГИТИСра, туптанă. Вăл вун-вун сăнар калăпланă. Вăл шутра Наташа («,çлесе тупнă çăкăр»), Тимрук («Хура çăкăр»), Луиза («Хаярлăхпа юрату») тата ытти те.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика