Çĕнĕ юхăм вăй илет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2019, 13:53 Просмотров: 228

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес, вĕсене професси суйласа илме пулăшас, наставниксен çĕнĕ юхăмне йĕркелес тĕллевпе хушу кăларчĕ.

Ку юхăм Явăш тăрăхĕнче тахçанах тымар янă, анчах тĕрлĕ сăлтава пула манăçа тухма пуçланăччĕ. Халĕ вăл каллех çĕнĕрен вăй илчĕ.

Уйкас Явăшри Светланăпа Владимир Петровсем, сĕт-çу ферминче вăтăр çула яхăн тимлесе наставник ятне илме тивĕçрĕç. Ăратлăха çĕнетсе пынă май, кунти дояркăсем кашни ĕнерен çулталăкра ултă пиншер килограмм сĕт суса илме пуçларĕç. Самăртма тăратнă ĕне-выльăхсен талăкри ÿтхушаслăхĕ 800-шер грампа танлашать. Петровсем, выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕçлесе пуян опыт пухнăскерсем, наставниксен династине 50 çултан та ирттерчĕç.

Мăн Явăшри Петр Самаров фермер выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ăнăçлă тăрăшать. Çак ĕçе хăйĕн ывăлне те явăçтарнăччĕ. Лешĕ ашшĕ умĕнче парăмра юлман, выльăх апачĕ хатĕрлессипе ăна çитекенни никамах та пулман.

Суту-илÿ системинче те вуншар наставник вăй хурать. Вĕсем хăйсен хĕрĕсене аякка ĕçлеме ямарĕç. Çуралнă вырăнти çăкăр-тăварпа, сывлăшпа, тăван ялăн ăшшине лайăх туйса ÿснĕрен, ял халăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерессине чи малти вырăна хучĕç, суту-илÿре ĕçлеме çирĕп шантарчĕç.

Явăш тăрăхĕ хăйĕн наставникĕсемпе чăннипех мухтанма тивĕç. Вĕсем хуçалăх экономикине аталантарса пыма пулăшĕç, ĕççыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатма тивĕçлĕ майсем туса парĕç.

Владимир МОСКВИН.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика