ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

«Хĕллехи вăрçă» паттăрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.11.2019 10:40 Просмотров: 33

Паян шăп та 80 çул каялла Совет Союзĕпе Финлянди хушшинче вăрçă пуçланнă кун. Ăна «Хĕллехи вăрçă» ят панă (30.11.1939–12.03.1940 ç.ç.).

Çак «паллă мар вăрçă» халĕ те историксем хушшинче тавлашуллă самантсем кăларать. 1939 çулта икĕ çĕршыв хушшинче хутшăну лăпкă пулман. Çав çулах ноябрĕн 26-мĕшĕнче пирĕн çĕршывăн патшалăх чиккинче Манила ялĕ патĕнче вырнаçнă совет пограничникĕсен отрядне тупăсемпе пенĕ темиçе пограничника амантнă. 4-ăн вилнĕ. СССРпа Финлянди хушшинче тавлашу пуçланать: кам, мĕншĕн тата хăш енчен пенĕ; Икĕ çĕршыв дипломачĕсем çырусем яраççĕ. Нумай та вăхăт иртмест, ноябрĕн 30-мĕшĕнче Совет çарĕ Финлянди патшалăх чикки урлă каçать, хаяр çапăçусем пуçланаççĕ.

Çав вăхăтра Хĕрлĕ Çар ретĕнче тăнă пиншер чăваш ывăлĕ те çапăçăва кĕнĕ. Паттăрлăх кăтартнăшăн нумайăшĕ тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Вăл вăхăтри Совет Союзĕн чи пысăк патшалăх наградисене илекеннисем иккĕн: Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ танк командирĕ, кĕçĕн лейтенант, чăваш халăхĕн пĕрремĕш Совет Союзĕн Геройĕ (вилнĕ хыççăн панă) Сергей Николаевич Бутяков, тепри – Ленин орденне илме тивĕç пулнă пирĕн ентеш – танк бригадин отделени командирĕн çумĕ Тимофей Алексеевич Алексеев старшина...

Вăрнар районĕнчи Кивçурт Енĕш ялĕнче ентеше Совет Союзĕн Геройне С.И.Илларионова халалласа лартнă музей-çурта шкул ачисем, çамрăксем тăтăш килсех тăраççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршывшăн паттăрла çапăçнă ентешсем çинчен каласа панине тимлĕ, хавхалануллă итлеççĕ вĕсем. Хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем парсан, эпĕ чăнах та савăнатăп. Уйрăмах музейра упранакан совет салтакĕн каскине тăхăнса, иртнĕ вăхăтри ППШ автомат макетне тытса ÿкерĕнме юратаççĕ çамрăксем.

Музей çуртĕнчи сылтăм стена çинче вырнаçнă пысăках мар стенд çинче чăп-чăмăр сăн-питлĕ çамрăк салтакăн вăхăт нумай иртнипе кăштах сарăхнă сăнÿкерчĕкĕ çакăнса тăрать. Ун çинче 1939 çул тесе çырнă. Йывăçран ăсталанă çÿлĕк çинче – танкистсен хура шлемĕ. Ачасен тÿрех ыйту çуралать: мĕнле паттăрлăх кăтартнă çак танкист;

Ку вăл – Тимофей Алексеевич Алексеев. Вăл 1916 çулта Кивçурт Енĕш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Енĕш шкулне вĕренсе пĕтерсен трактористсен курсне вĕренме кĕнĕ. Вăл ялти пĕрремĕш тракторист пулса тăрать, Шăхасанти МТСра ĕçлет.

Алексеев Тимахви яла пĕрремĕш хут «хурçă утпа» килнине пĕтĕм ял-йыш курма тухнине, ача-пăча хыççăн чупнине ялти ватăсем каласа панине астăватăп.

1936 çулта Тимофей Алексеев Хĕрлĕ Çар ретне тăрать. Хĕсметре Петергоф хулинче пулать, унтан танкистсен шкулне пĕтерет. 1938 çулта çĕршывăн Хĕвелтухăç чиккине яппун самурайĕсем тапăнаççĕ, çапăçусем пуçланаççĕ. Çак кĕске вăрçа хутшăнать пирĕн ентеш-танкист. Шăп çак вăхăтра çуралать те паллă юрă: «Три танкиста, три веселых друга...»

Нумаях та вăхăт иртмест, 1939 çулта хĕлле финсемпе вăрçă пуçланать. Тимофей Алексеев 13-мĕш çăмăл танксен бригади ретĕнче БТ-7 тата Т-26 танксемпе çапăçнă. Çав çулхи декабрĕн пĕрремĕш кунĕсенче Хĕрлĕ Çар чăнахах та пысăк çухатусем тÿсет, финсен вăрçă валли хатĕрленĕ ятарлă «Маннергейм линийĕ» хÿтĕлев сооруженийĕсем патне çитсессĕн пирĕн çарсем малалла каяйман.

Совет Союзĕ Финляндие пĕр уйăхра парăнтарма шутланă, анчах та вăрçă виçĕ уйăх ытла тăсăлать. Пирĕн çухатусем питĕ нумай пулнă.

1940 çулхи январьте Иосиф Сталин çарти аслă командирсене нумайăшне ылмаштарать, вăрçă стратегийĕ те улшăнать, фронтра малалла наступленине кайма тĕплĕн хатĕрленме пуçлаççĕ. Танксем тĕлĕшпе çухатусем сахалрах пулччăр тесе бригадăри танкистсенчен саперсен ятарлă отделенине туса хураççĕ. Пирĕн ентеш ун командирĕн çумĕ пулса тăрать. Вăл ертсе пынипе февраль уйăхĕнче финсем лартнă минăсене сирпĕтнĕ, окопсенче пытанса выртакан финсен автоматчикĕсемпе кĕрешнĕ, танксем каçма вăхăтлăх кĕперсем йĕркеленĕ.

Тимофей Алексеев тăракан отделени темиçе кун хушшинче Кямяря тата Перо станцисенче шурă финсене çĕнсе, пĕрремĕш «Маннергейм линине» çĕмĕрсе Выборг хули патне çитме çул уçаççĕ. Çакăнта паттăрлăх кăтартнăшăн пирĕн ентеше Тимофей Алексеева СССР правительствин Указĕпе Ленин орденĕпе наградăлаççĕ.

1940 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче икĕ енлĕ килĕшÿ хыççăн мирлĕ договорпа Выборг хули пирĕн çĕршыва куçать, Ленинград хули Финлянди чиккинчен 30 километрта ларнă пулсан, çак килĕшÿпе 150 км таран малалла куçать.

Пирĕн ентеше Мускавран поездпа таврăннă чух Канаш станцийĕнче кĕтсе илеççĕ, митинга халăх йышлăн пухăнать.

Тăван яла таврăнсан авланать. Анчах та мирлĕ пурнăçпа нумай пурăнаймасть Тимофей Алексеевич. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Пĕрремĕш кунсенчех фронта тухса каять. 220-мĕш уйрăм танк бригади ретĕнче Ленинград патĕнче çапăçать. 1943 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче Ленинград хулине нимĕçсен ункинчен хăтарнă чухне («Искра» операци) Т-34 танкăн механик-водителĕ Т.А.Алексеев старшина паттăрлăх кăтартса пуçне хурать. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медале ăна вилнĕ хыççăн панă.

Тимофей Алексеева Ленинград облаçĕнчи Киров районĕнчи Марьино ялĕ çывăхĕнчи тăванлăх масарĕнче пытарнă. Ленинград облаçĕнчи тата Санкт-Петербург хулинчи чăвашсен пĕрлешĕвĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн паттăр ентеше Ленинградшăн çапăçнă чăваш çыннисен электронлă энциклопедине кĕртнĕ.

Тăван çĕршыв умĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçласа пуç хунă ентешсене пирĕн нихăçан та манма юрамасть. Вĕсен паттăрлăхĕ пирĕншĕн яланах тĕслĕх пултăр.

Тимофей Алексеевич Алексеева халалласа хăй çуралса ÿснĕ Кивçурт Енĕш ялĕнче гранитран Асăну плити вырнаçтарнă.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,

Кивçурт Енĕшри Совет Союзĕн Геройĕ

С.И.Илларионов ячĕллĕ музей-çурт ертÿçи.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ