Яваплисене палăртнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.12.2019, 09:07 Просмотров: 273

Ĕç тăвакан федераллă влаç органĕсем Росстата Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерме пулăшĕç.

Дмитрий Медведев премьер-министр «2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне йĕркелесси çинчен» йышăнăва алă пуснă. Унта çырава хатĕрленес тата пĕтĕмлетес тапхăрсене кăна мар, министерствăсемпе ведомствăсен яваплăхне те палăртнă.

«Вунăçуллăхăн стратегилле тĕп пулăмĕ финиш йĕрĕ çине ÿкрĕ. Министерствăсемпе ведомствăсенчи ĕçтешсемпе хутшăнни Раççейри электронлă пĕрремĕш çырава çÿллĕ шайра ирттерме пулăшĕ», – тенĕ Росстат ертÿçи Павел Малков.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ IT-технологисемпе усă курса иртнĕрен Правительство Раççей Цифра аталанăвĕн министерствине халăх çинчен электронлă формăпа сведенисем пуçтарма патшалăх информаци инфраструктурипе тивĕçтерме сĕннĕ, Росреестра – картографи материалĕпе.

Правительство йышăнăвĕпе çавăн пекех уйрăм категорири халăхăн çыравне ирттерме Раççей ШĔМ-ĕ, Раççей МЧС-ĕ, Оборона, Промышленноçпа суту-илÿ министерствисем, ФСБ, ФСО, Росгварди, Раççей Президенчĕн ятарлă программисен Тĕп управленийĕ, «Росатом» Роскорпораци яваплă.

Чăваш Республикинче çырава хатĕрленсе ирттерессипе Правительство комиссине йĕркеленĕ, вăл шутра районсенче те. Ăна Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин ертсе пырать. Хальхи вăхăтра автоматизациленĕ система пулăшнипе çуртсен электронлă списокĕсене хатĕрлеççĕ. Цифра картографине йĕркелеме тытăннă. Ноябрьте район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе иртнĕ Правительство комиссийĕнче регистратор тĕрĕслевне пĕтĕмлетнĕ, çитменлĕхсене тата плансене палăртнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика