Паттăрсене халалласа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.01.2020, 09:19 Просмотров: 1163

Пирĕн çĕршывра чуна ыраттаракан датăсем питĕ нумай. 40 çул каялла – 1979 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче – СССР оборона министрĕ Д.Ф.Устинов Совет çарĕ-сене Афган вăрçине кĕр-тесси çинчен алă пуснă. 

Вăрнар районĕнчен 250 çамрăк салтак хутшăннă унта. Тăваттăн вилĕ таврăннă, пĕри хыпарсăр çухалнă. Суранланнисен те йышĕ питĕ пысăк. Нумайăшĕ яла таврăннă хыççăн тĕрлĕ сăлтава пула пурнăçран уйрăлнă.

Чечня вăрçи те халăх куççульне нумай юхтарчĕ. Çак икĕ пулăм чуна хускатнăран Кайри Тукайри Николай Васильев кăçал «Герои наших дней» кĕнеке калăпласа çутта кăларчĕ.

Ун пĕрремĕш пайĕнче Афган вăрçинче пулнă салтаксем çинчен çырнă. Иккĕмĕш пайĕнче Чечня, Таджикистан, Венгри, Чехословаки, Абхази, Çурçĕр Кавказăн тĕрлĕ регионĕнчи вăрçисене хутшăннă салтаксен биографийĕсемпе, сăнÿкерчĕкĕсемпе паллаштарнă.

Кĕнекене кашни библиотекăна, шкула, çемьене çитересшĕн, салтаксен паттăрлăхне пĕтĕм ăрăва кăтартасшăн. Декабрĕн 24-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра «Герои наших дней» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Библиотека ĕçченĕсем унпа тĕплĕн паллаштарчĕç.

Хăнасен йышĕнче: Николай Васильев – кĕнеке авторĕ, запасри офицер; Вячеслав Кудряшов – запасри офицер, районти офицерсен союзĕн председателĕн çумĕ; Елена Голубцова – Хирпуç тата Çĕрпел ял тăрăхĕсен çар-учет ĕçченĕ; Борис Васильев – прапорщик, Раççей ветеранĕсен союзĕн членĕ, Николай Егоров – отставкăри офицер; Юрий Павлов – запасри офицер, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ, ыттисем.

Мероприятие çавăн пекех «вĕри точкăсенче» пулнисем, спонсорсем, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем хутшăннă. Николай Васильев çак кĕнекене пичетлесе кăларма мĕнле йывăрлăхсем витĕр тухнине каларĕ. Салтаксен биографийĕсене, сăнÿкерчĕкĕсене пуçтарма пулăшакансене, спонсорсене Тав хучĕсемпе, медальсемпе чысларĕ.

Вячеслав Кудряшов, Елена Голубцова, Юрий Павлов, Юрий Михайлов тухса каларĕç. Чечня вăрçи витĕр тухнă Андрей Дмитриев хăйĕн шăпи çинчен каласа пани чуна уйрăмах тыткăнларĕ, куçран куççуль кăларчĕ. Паттăрлăхшăн ăна Хăюлăх орденĕпе наградăланă. 

Кĕнекене пичетлесе кăларма Светлана Михайлова (ООО «Вита»), Юрий Михайлов уйрăм предприниматель, Абхазири, Грузири хирĕçтăрусене хутшăннă Алексей Шлюпкин пулăшу панă. Чечня вăрçин паттăрне Андрей Дмитриева, офицерсен союзĕн членне Владимир Павлова «100 лет Вооруженным Силам» медальпе чысларĕç.

Районти тĕп библиотека ертÿçи Людмила Уткина автора тав турĕ, кĕнекене районти кашни библиотекăна çитерме шантарчĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика