ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пĕтĕм ĕç – ачасен таланăвĕшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.01.2020 11:24 Просмотров: 537

Хушма пĕлÿ учрежденийĕсем ачасен воспитанийĕпе аталанăвĕ çине ырă витĕм кÿни вăрттăнлăх мар. Çавăнпах ĕнтĕ кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ывăл-хĕрне вăл е ку секци-кружока яма тăрăшать.

Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулне, сăмахран, иртнĕ çул 480 вĕренекен çул такăрланă. Тĕп программăсемсĕр пуçне пĕлтĕр живопись тата хореографи енĕпе хатĕрленÿ ушкăнĕсем уçнă.

Тĕрĕссипе, ку учреждение çÿрекен ачасем хăйсене телейлĕ тесе тивĕçлипе шутлама пултараççĕ. Вĕсем музыка, ÿнер урлă пултарулăха çеç мар, шухăшлава, ăс-тăна та аталантараççĕ. Чи пĕлтерĕшли, паллах, – концертсене хутшăнса ыттисене савăнтарни.

Иртнĕ çул Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕ 90 мероприяти ирттернĕ. Вăл шутра – творчество каçĕсем, куравсем, уйрăм ачасен, отчетлă концертсем. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун ирттернĕ «Навстречу прекрасному» социаллă проект, акă, пурне те тыткăнларĕ. Ун йĕркипе районти культура çуртĕнче ача сачĕсен воспитанникĕсем хутшăннипе пысăк концерт иртрĕ. Тепĕр проект – «Театральный абонемент».

Хушма пĕлĕвĕн ку учрежденине çÿрекенсене çÿллĕрех шайри сценăсем çинче те курма тивет. Пĕлтĕр, сăмахран, вĕсем республикăри 30 конкурса хутшăннă. Пĕтĕм тĕнчери тăватă конкурсра çĕнтернĕ, «Соловушки» фестиваль лауреачĕ пулса тăнă. Пĕтĕм Раççейри тăхăр конкурсра сакăр 1-мĕш, пилĕк 2-мĕш, икĕ 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Икĕ коллектив çĕршыври конкурсăн «Краски Чувашии» финалне тухнă. Регионсем хушшинчи тата регионти фестиваль-конкурссенчи кăтартусем лайăх. Вĕсенче 18 призлă вырăн çĕнсе илнĕ.

Иртнĕ çул республика тата район бюджечĕсем пулăшнипе ача-пăча ÿнер шкулĕнче 4,5 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ: çурта тулаш енчен керамогранитпа витнĕ, тăррине, электропроводкăна, маччана çĕнетнĕ, пластик чÿречесем вырнаçтарнă, алăксене улăштарнă.

«Кунта тимлекенсем те, вĕренекенсем те уйрăмах учреждени музыка инструменчĕсемпе (акустикăллă ултă, цифрăллă икĕ фортепиано, икĕ баян, икĕ аккордеон, радиомикрофонсем), мультимедийлă оборудованипе, тăм савăт çавăркăчĕпе тата муфель кăмакисемпе пуянланнишĕн савăнаççĕ. Вĕсем ачасен вĕренĕвне кăсăклăрах тата пахалăхлăрах тума май параççĕ», – терĕ Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн директорĕ Татьяна Васильевна Львова.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ