Йĕлтĕр йĕрĕ йыхравлать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2020, 09:17 Просмотров: 222

Кăçал Пĕтĕм çĕршыври «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва февралĕн 8-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

Ăна хатĕрленсе ирттерессипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ертсе пынипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ пулнă. Вăл мĕнпур предприяти-организацисен, ял поселенийĕсен, коллективсен командисене чупăва хутшăнма йыхравласси пĕлтерĕшлине палăртнă.

Ларура судьясен коллегине йĕркелессипе, территорие йĕркене кĕртессипе, трассăна хатĕрлессипе, хăрушсăрлăха, медицина хуралне тивĕçтерессипе çыхăннă, ытти ыйтусене сÿтсе явнă.

Чупу тĕрлĕ ушкăнра иртет. Йĕлтĕрçĕсен ÿсĕме кура 1 е 2 километрлă дистанцисене çĕнме тивĕ.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» районти культура çурчĕ çумĕнчи парка йыхравлать. 11 сехетре пуçланать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика