Тĕрĕслев çирĕп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2020, 09:36 Просмотров: 234

Росреестрăн Чăваш енри управленийĕ патшалăх çĕр асăрхавĕн 2019 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.

Пĕлтĕр пĕтĕмпе 4763 тĕрĕслев ирттернĕ, вăл шутра 2052-шне – унччен тăратнă предписанисем тăрăх. Вĕсем вăхăтĕнче çĕр законодательствине пăснă 1961 çитменлĕхе тата предписанисене пурнăçламан 340 факта тупса палăртнă. Кунашкал тĕслĕхсем Шупашкарта, Муркаш тата Çĕмĕрле районĕсенче пулнă.

Ытти çулсенчи пекех саккуна пăснин ытларах пайĕ – çĕр лаптăкĕсене хăйсем тĕллĕн йышăнни.

2019 çулта юридици сăпачĕсем тĕлĕшпе плана кĕмен 17 тĕрĕслев ирттернĕ. Строительство организацийĕсем стройплощадкăна хÿмепе тытса çавăрнă тата бытовкăсене вырнаçтарнă чухне çывăхри территорисем çине кĕрсе каяççĕ. Автозаправка станцийĕнче ют çĕр çине кĕрсе кайнă икĕ факта шута илнĕ.

Управлени çавăн пекех çĕр лаптăкĕпе тĕллевсĕр усă курнине те палăртнă. Пĕр тĕслĕхре юрсăпат промышленность объекчĕ вырнаçтарас вырăнне лаптăкра ял хуçалăх культурине акнă. Тепринче ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕр лаптăкне «катса» йăлари хытă каяшсен свалкин территорине пысăклатнă.

Уйрăм тĕслĕхсенче çитменлĕхсене тĕрĕслев вăхăтĕнче пĕтернĕ.

Иртнĕ çул Управлени административлă 700-е яхăн тĕрĕслев ирттернĕ, 268 тĕслĕхре çĕр законодательствине пăснă факт çирĕпленнĕ. Предписанисене пурнăçлассине тĕрĕсленĕ май саккуна пăснă 1611 çитменлĕх палăрнă.

Росреестр управленийĕ муниципаллă çĕр асăрхав органĕсенчен килнĕ 292 материала пăхса тухнă. Вĕсен ытларах пайĕ – 148-шĕ – Шупашкар хула администрацийĕнчен пулнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика