Палăртнă ĕçсем пысăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.02.2020, 10:29 Просмотров: 210

Районта отчетпа суйлав пухăвĕсем малалла пыраççĕ

Мăн Явăш ял поселенийĕн территорийĕнче тăватă ял вырнаçнă. Вĕсенче 496 кил шутланать, вăл шутра 117-шне дача вырăнне усă кураççĕ. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне ку тăрăхра 788 çын пурăнать.

Бюджет

2019 çулта ял поселенийĕн бюджетне 6 млн та 611 пин те 377,59 тенкĕлĕх тупăш пырса кĕнĕ. Ку планпа пăхнинчен 16 процент ытларах. Налук тата налук мар тупăшăн пайĕ – 1 млн та 57 пин те 287,63 тенкĕ.

– 2018 çулхипе танлаштарсан харпăр хăй тупăшĕн ÿсĕмĕ 28,55 процент пысăкланнă, вăл шутра уйрăм çынсен тупăшĕ çине хунă налук 9,2 процент, тавар акцизĕсем çине 14,18 процент, пĕрлехи ял хуçалăх налукĕ çине 100 процент, муниципаллă харпăрлăхри пурлăха усă курнинчен илнĕ тупăш 70 процент, штрафсемпе санкцисем, тăкаксене саплаштарни 358,6 процент ÿснĕ, – пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев.

Пĕлтĕр виçĕмçулхипе танлаштарсан уйрăм çынсен пурлăхĕ çине хуракан налук шайĕ 45,42 процент, çĕр налукĕ 5 процент, патшалăх пошлини 8,16 процент пĕчĕкрех.

2019 çулта поселени бюджечĕн тăкакĕсем 5 млн та 771 пин те 38 тенкĕпе танлашнă е планпа пăхнин 97,63 проценчĕ.

Пĕр çын пуçне тивекен харпăр хăй тупăшĕ – 1341,74 тенкĕ, 2018 çулта 993,4 тенкĕ пулнă. Бюджет укçи-тенкипе усă курассин эффективлăхне ÿстерессипе тĕрлĕ мерăсем йышăннă. Налук мар тупăшсене ÿстерессипе хуçасăр объектсене тупса палăртса муниципаллă харпăрлăха куçарса малашлăхра ăна арендăна парас е уйрăм предпринимательсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене сутассипе ĕçе малалла та тăсмалла. Пĕлтĕр, акă, муниципаллă пурлăхпа тата çĕр лаптăкĕсемпе усă курнинчен районăн пĕрлехи бюджетне 315 пин те 791,52 тенкĕ пырса кĕнĕ.

Мăн Явăшри культура çурчĕн пÿлĕмĕсене арендăна парассипе ыйтусем пур. Усă курман çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртмелле.

Демографи

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн сведенийĕсем тăрăх, 2019 çулхи демографи тăрăмĕ çапларах: пĕтĕмпе 13 ача çуралнă (2018 çулта – 5). 24 çын пурнăçран уйрăлнă (виçĕмçул – 17), вăл шутра 15 арçын (ĕçлес ÿсĕмрисем тăваттăн), 9 хĕрарăм. Иртнĕ çул поселени территорийĕнче тăхăр хутчен туй кĕрленĕ (2018-мĕшĕнче – 4), икĕ çемье арканнă.

Экономика

Мăн Явăш тăрăхĕнче икĕ ял хуçалăх предприятийĕ («Семеновод» агрофирма тата «Мураты» кооператив), 14 уйрăм предприниматель, вăл шутра 3 фермер хуçалăхĕ, ĕçлесе пыраççĕ. Пĕлтĕр патшалăх грантне пĕр фермер тивĕçнĕ. Калинино райповĕн лавккисем ĕçлеççĕ.

2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне поселени территорийĕнче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 433-пе танлашнă, ĕнесем 241, сыснасем 5. 2018 çулхипе танлаштарсан ĕнесен шучĕ 27 пуç чакнă. Чĕрĕ сĕте халăхран 19 тенкĕпе туянаççĕ.

2019 çулта «Мураты» хуçалăх инвестици проекчĕпе 100 пуç выльăха самăртмалăх вите çĕкленĕ. Хакĕ 10 миллион тенкĕ.

Кăçал Л.Иванов фермер хуçалăхĕнче 25 пуç вырнаçмалăх ĕне вити тăвасшăн.

Проектсем

Инициативлă бюджет программине кĕрсе поселенире икĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ. Пĕри Çăкаллă Явăшри Центральная урамри тата Чулкаç урамĕнчи çулсене юсанипе çыхăннă. Ĕç хакĕ – 307 пин те 955,77 тенкĕ.

Çавăн пекех пĕлтĕр Çăкаллă Явăшри Советски урамри пĕвене тасатнă. Ун хакĕ – 233 пин те 674,81 тенкĕ.

Çак программăна кĕрсе кăçал Уйкас Явăшри Çамрăксен урамĕнчи çула юсасшăн. Проектпа 4 млн та 998 пин те 587 тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла.

– Унсăр пуçне тепĕр икĕ объект тĕлĕшпе проект документацине хатĕрленĕ. Вĕсене пухусем витĕр кăларса Чăваш ен Ял хуçалăх министерствине тăратмалла. Программăна кĕме халăхăн пĕтĕмĕшле хакăн 20 процентне хывмалла. Республика бюджечĕ 60, район бюджечĕ 20 процент уйăрать, – терĕ Андрей Анатольевич.

Усă курман çĕрсем

Ял поселенийĕн çĕрĕсем пĕтĕмпе 3285,42 га йышăнаççĕ. Вăл шутра ял хуçалăх çĕрĕсем – 2309,12 га, ялсен çĕрĕсем – 876 га, хăрушсăрлăх тата ятарлă тĕллевлĕ çĕрсем – 30 га, вăрман фончĕ – 25 га, шыв фончĕ – 45,3 га.

Чăваш Республикин саккунне пурнăçласа юлашки виçĕ çулта администраци Ульянов ячĕллĕ колхозăн çĕр пайĕсене кадастр учетне илессипе ĕçлет. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне виçĕ лаптăк йĕркеленĕ, пĕтĕмпе 57,63 га, вĕсене вăрах вăхăтлăх арендăна парасшăн.

Ял çыннисемпе тата дачниксемпе çĕр лаптăкĕсене тата пурлăха регистрацилеме кирлине ăнлантаракан ĕç пырать. Арендăна илнĕ çĕршĕн парăмсене тавăрасси çивĕч тăрать, январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл пĕтĕмпе 28 пин те 768,12 тенкĕлĕх çăмхаланнă. Пĕлтĕр арендăран поселени бюджетне 303 пин те 691,52 тенкĕ пырса кĕнĕ.

Ĕçлев

Халăх ĕçлевĕ те çивĕч ыйтусен шутĕнче. Пĕлтĕр территорисене хăтлăх кĕртме 5 çынпа 6 уйăхлăх ĕç килĕшĕвне çырнă.

Шел те, Мăн Явăш тăрăхĕнче ĕçлеме республика тулашне тухса çÿрекенсен йышĕ пысăк, пĕтĕмпе 312 çын. Вĕсемпе калаçусем ирттернĕ, çакăн хыççăн 6 çынпа ĕç килĕшĕвĕ çырнă.

Çул-йĕр, çурт-йĕр

2019 çулта автомобиль çулĕсене тасатма тата тытса тăма пĕтĕмпе 1 млн та 191 пин е 585 тенкĕ уйăрнă, вăл шутра 755 пин ытларах тенкине – республика бюджетĕнчен, инициативлă бюджетированипе – 184 пин те 773 тенкĕ ытларах.

2019 çулта Çăкаллă Явăшри Центральная тата Чулкаç урамĕсенчи Воробьев, Ашмаров урамĕсенчи çулсене юсанă.

Хĕллехи вăхăтра çулсене тытса тăма «Мураты» хуçалăхпа килĕшÿ çырнă.

Пĕлтĕр ял поселенийĕн территорийĕнче 352 тăваткал метр çурт туса хута янă. Нумай ачаллă пĕр çемьене уйрăм çурт лартма çĕр лаптăкĕ йĕркеленĕ, харпăрлăха ăна кадастр учетне илнĕ хыççăн параççĕ. Çавăн пекех 5 ачаллă тепĕр çемье çурт илме черетре тăрать.

Поселенире çавăн пекех пĕлтĕр çÿп-çап реформине пурнăçа кĕртессипе пысăк ĕç тунă. Йăлари хытă каяшсене пуçтарма тата тиесе тухма 9 контейнер вырăнĕ йĕркеленĕ, вĕсенче 12 евроконтейнерсем вырнаçтарнă. Тата улттă лартмалла. Площадкăсене йĕркелеме пĕтĕмпе 252 пин тенкĕ уйăрнă.

Ытти ыйтусем

Иртнĕ çул культура учрежденийĕ те лайăх ĕçлесе пынă, планпа пăхнă мĕнпур мероприятие пурнăçланă. Кăçал Мăн Явăшри библиотекăра 628 пин те 360 тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттермелле.

Профилактика канашĕ пĕтĕмпе 14 лару ирттернĕ, унта 46 ыйту пăхса тухса тишкернĕ. Вăл шутра – çемьесенчи воспитани, йăлари инкексене асăрхаттарасси пирки те.

Паянхи куна учетра ăнăçсăр виçĕ çемье тăрать. Кунашкаллисене тупса палăртас тĕллевпе килĕсерен çÿресси йăлара. Ĕçе малалла тăсасшăн.

2015 çултан пуçласа Мăн Явăш тата Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕсем пушар машинине тытса тăрассипе килĕшÿ çырнă. Пĕтĕмпе 37 пин те 800 тенкĕ пуçтарнă. Поселени территорийĕнче пушарсем тухман пулин те пушар машинине хатĕр тытса тăрасси – пĕрлехи тивĕç.

Пĕлтĕр ял поселени территорийĕнче тăватă преступлени çырăннă, виççĕшĕ ют пурлăха вăрланипе, тепри çынна хĕненипе çыхăннă.

2019 çулта урамсенчи электричество çутине йĕркелессипе пысăк ĕçсем тунă.

Ыйтусем татах пур, вăл шутра автомобиль çулĕсене юсасси, ял урамĕсенчи çулсене йĕркене кĕртесси, пĕвесене тасатасси, урамсене çутатас ĕçе вĕçлесси тата ытти те.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика