ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Çитĕнÿсем савăнтараççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2020 16:30 Просмотров: 32

Районти шкул ачисем çулсеренех тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче палăраççĕ. Кăçалхи ăс-хакăл тупăшăвĕсем те вĕсемшĕн ăнăçлă иртнĕ.

Призерсем хушшинче хальхинче те Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем ытларах. 10-мĕш класра вĕренекен Павел Нарышкин, акă, географи предмечĕпе 94 вĕренекен хушшинче призерсен йышне кĕнĕ. Унăн тантăшĕ Анастасия Кузнецова экологие тарăн пĕлнине кăтартса панă. Çакна та палăртмалла, ку предмет биологие, географие тата обществознание пĕрлештернĕ.

Асăннă шкул коллективĕ мухтанма тивĕç тепĕр вĕренекен – 9-мĕш класри Екатерина Войтенко. Вăл литература олимпиадин çĕнтерÿçи пулса тăнă. Призерсен йышне 98 ачаран 27-шĕ кĕнĕ. Çавăн пекех çак пултаруллă хĕрача право предмечĕпе те лайăх пĕлÿ кăтартса призер ятне çĕнсе илнĕ.

Нумаях пулмасть ку шкул ачисем тата тепĕр çитĕнÿпе савăнтарнă. 10-мĕш «б» класри Снежана Алексеева тата Валентина Арсентьева физкультура олимпиадинче призерсен йышне кĕнĕ. Гимнастика енĕпе практика турĕнче лайăх результатсем кăтартнă. Вĕрентекенĕ – Алексей Владимирович Константинов.

Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен республикăри тапхăрĕнче Вăрманкас шкулĕнче 9-мĕш класра пĕлÿ илекен Максим Петров географипе çĕнтерÿçĕсен ретне тăнă. 4-мĕш класра вĕренекен Екатерина Васильева «Чăваш чĕлхипе литература вулавĕ» интеллектуаллă вăйăра 3-мĕш вырăн йышăннă.

Чăваш чĕлхи предмечĕпе ăс-хакăл тупăшăвĕнче Кĕçĕн Кипекри Ольга Игнатьева та палăрнă.

Кÿстÿмĕр шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Ольга Ручкова литература олимпиадинче тарăн пĕлÿ кăтартнă. Ăс-хакăл тупăшăвне ăна Марина Михайловна Васильева вĕрентекен хатĕрленĕ.

Çак кунсенче республикăра экономика предмечĕпе тупăшу пынă. Унта Вăрнарти 1-мĕш шкулти Никита Маслов палăрнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ