Чухăнлăх шайне чакарма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2020, 16:58 Просмотров: 257

Районсенче халăха социаллă контракт йĕркипе патшалăх пулăшăвĕ парас тĕллевпе ведомствăсем хушшинчи комиссисем ĕçлеме тытăннă.

Вăрнар районĕнче ун ларăвĕ пуçласа тунтикун иртнĕ. Унта çичĕ заявление пăхса тухса контрактсем çирĕплетнĕ. Ыйтса çыраканĕсем – икĕ е ытларах ача пĕччен çитĕнтерекен ашшĕ е амăшĕ, çула çитмен ачасене пĕччен воспитани паракан инвалидноç пур çын тата тăватă е ытларах ачаллă çемьесем.

Вăрнар районĕнче чухăнлăха социаллă контракт йĕркипе чакарас тĕллевпе 12,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмпе 126 контракт çырма палăртнă.

Патшалăх кÿрекен ку укçапа сахал тупăшлисем ĕç шырама е ĕçе вырнаçма, професси пĕлĕвне е хушма специальноç илнĕ вăхăтра стипенди вырăнне тÿлев илме, пурнăçăн йывăр лару-тăрăвĕнчен тухма пулăшакан ытти мероприятисене пурнăçлама усă кураççĕ. Çавăн пекех харпăр хăй ĕçне уçас текенсем пĕр хутчен 250 пин тенке тивĕçеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика