ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Вăхăтра тĕрĕсленни аванрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2020 17:02 Просмотров: 61

Диспансеризаци витĕрмĕншĕн тухмалла-ха; Хуравĕ пĕрре – сывлăха тĕрĕслеттерме.

Ун вăхăтĕнче инфекцилле мар хăрушă чирсене малтанхи тапхăртах тупса палăртнă тĕслĕхсем нумай. Чылай чиртен шăпах çак вăхăтра сипленме пулать. Хăшпĕр чирĕн паллисем юлаççĕ пулсан та çăмăл формăпа кăна. Харпăр хăй сывлăхне тимлĕх уйăрманни хурлăхлă тăрăм – сăмахран, сахăр диабечĕ е инсульт – патне илсе çитерме пултарать.

Пĕлтĕрхи май уйăхĕнчен аслă ÿсĕмри çынсем диспансеризаци тата профилактикăллă медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухассин йĕрки улшăннă. Вăл тÿлевсĕр% 18–39 çулхисен ăна виçĕ çулта пĕрре, 40-рен иртнисен кашни çул тухмалла.

Профилактика медосмотрĕ шутне инфекцилле мар вăрах чирсене, вĕсем аталанассине тупса палăртасси, çÿллĕшне, йывăрăша, пилĕке виçесси, юн пусăмне, куçри юн пусăмне тĕрĕслесси, холестеринпа глюкоза шайне пĕлесси, ЭКГ, флюорографи тухасси кĕрет.

Диспансеризаци мероприятийĕсем тата анлă. 40 çултан тытăнса юнăн пĕтĕмĕшле анализне, хытă каяшра вăрттăн юн пуррине (40–64 çултисенне икĕ çулта пĕрре, 65 çултан иртнисенне – кашни çул), ФГДС (45 çулта – пурне те), хĕрарăмсенне цитологи, маммографи тĕпчевне, арçынсене ар парĕсен органне тĕрĕслеççĕ.

Диспансеризаци кăтартăвĕсем тăрăх чылай пациента учета илеççĕ, сывлăх ушкăнĕсем тăрăх палăртаççĕ. Хăшĕсене малаллахи тĕпчеве яраççĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ