ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Асаилÿсем хаклă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.02.2020 13:45 Просмотров: 88

Чăваш Республикин хальхи истори архивĕ «Халăх астăвăмĕ. Çĕнтерĕве упрар!» акци пуçарнă.

Акцие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та хутшăннă. Вăл архива вăрçă ветеранĕсен асаилĕвĕсемпе хатĕрленĕ видеофильм парнеленĕ. «Ку фильма манăн хĕр аслă классенче вĕреннĕ чухне хатĕрленĕ – ватă кукамăшĕн тата унăн кÿршин асаилĕвĕсене çырса илнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те вăрçăра пулнă, – тенĕ Олег Алексеевич. – Халĕ иккĕшĕ те чĕррисен хушшинче çук ĕнтĕ. Шел, ветерансен йышĕ чаксах пырать. Хальхи вăхăтра республикăра вĕсем пилĕк-çĕре яхăн çеç тăрса юлнă. Çавăнпа та манăн ветерансен мăнукĕсене, çывăх çыннисене, шкул ачисене, общество ĕçĕн хастарĕсене ветерансемпе тĕл пулма, вĕсен асаилĕвĕсене çырса илме сĕнес килет».  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ