Чи вăйлисем – вăрнарсемпе кÿстÿмĕрсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2020, 11:51 Просмотров: 208

Волейбол – пурте выляма пултаракан массăллă вăйăсенчен пĕри. Вăл сывлăх çине те ырă витĕм кÿрет.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче спортăн ку тĕсне аван аталантарнă. Чылайăшĕнче профессилле шайра выляççĕ тесен те йăнăш мар. Шкул ачисен командисем республика шайĕнче темиçе хутчен те палăрма пултарчĕç.

Волейбол çамрăксен юратнă вăййи пулнине иртнĕ эрнере районта пулнă турнир та çирĕплетнĕ. Унта хĕрачасен çичĕ: Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Çĕрпел, Кульцав, Кÿстÿмĕр, Ярмушка тата Калинино шкулĕсен, арçын ачасен сакăр: асăннă шкулсемсĕр пуçне тата Малти Ишек шкулĕн командисем хутшăннă.

Вăйăсем пĕр вăхăтрах «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕнче тата Вăрнарти 1-мĕш шкулта пынă. Хĕрÿ те çивĕч тĕлпулусем чи вăйлисене палăртнă. Хĕрсем хушшинче 1-мĕш вырăна Дмитрий Паймулкинăн, районти паллă волейболистăн, воспитанникĕсем – Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсем – йышăннă. Командăра – Юлия Сергеева, Мария Николаева, Яна Штырлина, Кристина Прокопьева, Надежда Григорьева, Дарья Егорова, Евгения Васильева, Дарья Федорова, Дарья Филиппова, Дарья Данилова.

Ку шкул хĕрĕсем иртнĕ çул республикăра, Шкул лигинче, 1-мĕш вырăнпа район чысне çĕкленĕччĕ.

Арçын ачасем хушшинче чи маттуррисем – Кÿстÿмĕрти вăтам шкулта пĕлÿ илекенсем: Леонид Федоров, Николай Наумов, Валерий Волков, Геннадий Саярков, Данил Ливанов, Анатолий Фадеев, Иван Ермолаев тата Константин Алексеев. Ку тăрăхри çамрăксем волейболпа Николай Федотович Афанасьев тренер пулăшнипе çывăхланаççĕ. Малтанхи çулсенче хĕрсем те призерсен йышĕнче пулнăччĕ.

Кĕмĕл вырăна хĕрсем хушшинче те, каччăсенчен те Çĕрпел шкулĕн командисем çĕнсе илнĕ.

Виççĕмĕш вырăна Кульцав шкулĕн хĕрĕсем тата Вăрнарти 1-мĕш шкулăн каччисем тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика