ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пăртассен мухтавлă ывăлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.03.2020 12:59 Просмотров: 96

Чăваш Республикин хисеплĕ строителĕ, Раççей Федерацийĕн сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ Николай Николаевич Николаев паян, мартăн 14-мĕ-шĕнче, 80 çул тултарчĕ.

Нумай çул хушши республикăри иккĕмĕш строительство тресчĕн управляющийĕн заместителĕнче, унтан Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕнче тăрăшнă паллă ентешĕмĕр хамăр районти Пăртас ялĕнче кун çути курнă, Хапăсри вăтам шкулта, Канашри чукун çул транспорчĕн училищинче, политехника институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Вăл пĕтĕм кун-çулĕпе вăй-халне, ăс-тăнĕпе пултарулăхне республикăри социаллă тата медицина объекчĕсене çĕклесе хута ярас ĕçе халалланă.

– Проектпа смета докуменчĕсене архитекторсемпе тата финансистсемпе сÿтсе явнă хыççăн çурта никĕс янинчен пуçласа, кирпĕч çине кирпĕч хушса, урай сарса, кантăк-алăк лартса, мачча тăррине витсе, çурт-йĕр ăш-чикне тирпей-илем кĕртсе пурнăç сывлăшĕ парассипе çыхăннă манăн ĕçри вăхăтсем – чи телейлисем, – тет сумлă юбиляр.

Кун пек асра юлнă самантсем вара унăн пурнăçĕнче сахал мар пулнă. Акă, Шупашкарти Мускав кĕперĕпе юнашар вырнаçнă Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн çурчĕ аякранах шурă акăш евĕр курăнса ларать. Николай Николаевича сума суса çулсеренех иртекен Пĕтĕм тĕнчери Максим Дормидонтович Михайлов ячĕллĕ опера фестивальне пырса курма кашнинчех ятарласа чĕнеççĕ.

– Хамăр районта çуралса ÿснĕ Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕсем, Чăваш халăх артисчĕсем Мария Елановăпа Валентина Смирнова тинĕс леш енчен е çĕршыври пысăк театрсенчен килнĕ солистсенчен ăсталăхĕпе пачах та кая юлманни савăнтарать, – тет паллă строитель.

Шупашкарти вăл çĕкленĕ Модăсен çурчĕ те хула çыннисемпе хăнисем килĕштерекен суту-илÿ центрĕ пулса тăчĕ. Стройтрестра ĕçленĕ 23 çулхи тăрăшулăхĕ çинчен республика тĕп хулинчи «Çеçпĕл» кинотеатр (халĕ унта – Çамрăксен театрĕ), «Россия» хăна çурчĕ, ют çĕршыв специалисчĕсен çурчĕ, Шупашкарти 2-мĕш, 33-мĕш, 34-мĕш шкулсем, Атăл леш енчи «Росинка» канупа спорт лагерĕ аса илтереççĕ.  

Николай Николаевичăн больницăсемпе ытти медицина учрежденийĕсене хута ярас ĕçри тÿпи питĕ пысăк. Сывлăх сыхлавĕн министерствинче те, больницăсенче ĕçлекенсемпе унта сывалакансем те унăн ĕçне паянхи кун та тивĕçлипе хаклаççĕ. Чылай район больницисемсĕр пуçне вăл çĕкленĕ 150 ытла медицина объекчĕсем хушшинче – Республикăн 2-мĕш больница комплексĕ (халĕ вăл Вăрнарта çуралса ÿснĕ Владимир Осипов ăста ученăй-хирург ертсе пыракан, вăрçă ветеранĕсене сиплекен клиника госпиталĕ), васкавлă пулăшу больници, университетăн медицина факультечĕн корпусĕсем, диагностика центрĕ, перинаталлă центр, травматологипе ортопеди тата эндопротезировани федераллă центрĕ...

Строительствăра палăрнă чи лайăх ертÿçĕсенчен пĕрне Чăваш Республикин Аслă Канашĕн, Раççей Федерацийĕн Сывлăха сыхлас ĕç министерствин Хисеп грамотисене парса чыс тунă. ,çтешĕсем халĕ те унăн паха опытне хаклаççĕ, унран час-часах сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ.

Николаевсен çемйи – туслă, ĕçчен тата питĕ пултаруллă. Мăшăрĕ, Юлия Александровна, хулари иккĕмĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентсе ырă ята тата чылай наградăна тивĕçнĕ. Ывăлĕ, Александр, Мускаври Плеханов ячĕллĕ университетран вĕренсе тухнă, пысăк пĕлÿллĕ финансист. Кинĕ – медицина психологĕ. Мăнукĕсем, икĕ хĕрпĕрчи, асламăшĕпе аслашшĕне вĕренÿри тата искусствăри çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ, ташă ăсталăхне алла илеççĕ: Катьăпа Аня тин кăна «Артека» кайса килме тивĕçнĕ.

– Ачалăхăм çăмăл килмерĕ. Çурт-йĕр çавăрма, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, чăтăмлăха аслисем хăнăхтарнă, – аса илет ĕç ветеранĕ. – Пĕчĕк чухне пĕррехинче вăранса кайрăмăр та – тÿпере çăлтăрсем выляççĕ: пирĕн кил маччине «тиха туянса лаша çитĕнтерсе сутнă кулак» тесе влаçсем сÿтсе илнĕ иккен. Кĕçех ăна Вăрнара куçарса кайрĕç, райсуд çурчĕ пулса тăчĕ, нумаях пулмасть ăна пăснă терĕç-ха. Кÿрентернĕшĕн тулхăрса çÿремен – çĕршывшăн, халăхшăн таса ятпа чыслăн ĕçленĕ. Турри пăрахмарĕ. Асапне сахал мар тÿссе ирттернĕ анне (Малти Ишек хĕрĕ Елюк, Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçленĕ Наумов «Сан Санчăн» аппăшĕ) 100 çула темиçе кун кăна пурăнса çитеймерĕ, ялта вара 94-ри аслă аппа Маюк пурăнать. Аттен Айкăшри аппăшĕ Марье те 90 çулччен пурăнма вăй çитерчĕ, вĕсен ачи-пăчисемпе, мăшăрăн тăванĕсемпе, юлташсемпе туслă çыхăну тытатпăр. Пĕрле вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн тĕлпулăвне çитсе курасшăн-ха.

Пирĕн «Виçĕ хут Николая» эпир те таса сывлăхлă, телейлĕ вăрăм кун-çул сунатпăр. Пÿрт-çурт никĕсĕ те, тăрри те вара пурин те çирĕп пултăрччĕ!

   Валерий Кошкин.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ