ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пĕрле тĕллев те пурнăçланать...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.03.2020 13:16 Просмотров: 168

Пĕрле! Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонĕ шăпах çак слоганпа старт илчĕ.

«Чебоксары-Арена» Пăр керменĕнче çак пулăмпа йĕркеленĕ уявăн чаплăлăхне, мăнаçлăхне, анлăшне сăмахпа туллин çырса параймăн. Пухăннă тăватă пин ытла çынна вăл тĕлĕнмелле шоупа тата асран тухми курăмпа тыткăнларĕ. Унта 600 ытла артиста, ачасен коллективĕсене явăçтарнă.

Театрализациленĕ представление республика аталанăвĕн мĕнпур тапхăрĕ хывăнчĕ. Артистсем чăваш халăхĕн пуян историне илемлĕн, çав вăхăтрах чун-чĕрене пырса тивмелле кăтартрĕç. Кашни тапхăрăн сăнĕсем, пулăмĕсем экран çинче пĕрин хыççăн тепри улшăнса пычĕç.

«Чăваш автономи облаçĕн 100 çулĕ – чăваш халăх историйĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ дата», – терĕ республика пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев. Вăл чăваш халăхĕ мĕнпур йывăрлăха, çухатусене пăхмасăр малалла çирĕппĕн аталаннине пĕлтерчĕ. Чăваш халăхĕн вăрçăри паттăрлăхне аса илтерчĕ. Фронта республикăра пурăнакан 208 пин çын тухса кайнă, кашни иккĕмĕшĕ вăрçă хирĕнчех паттăрла пуçĕсене хунă. 96 çын Совет Союзĕн Геройĕсен ятне илнĕ. Вăрнар районĕ те хăйĕн Геройĕсемпе тивĕçлипе мухтанать: Степан Илларионович Илларионовпа, Анатолий Александрович Ивановпа, Алексей Иванович Ивановпа, Федор Иванович Ашмаровпа.

Вăрçă хыççăнхи çулсем – Чăваш ен аталанăвĕн çулĕсем. Предприяти-организацисем, социаллă объектсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленнĕ тапхăр. Ку ĕçе пĕтĕм халăх кар тăрса хутшăннă. Çавăнпах ĕнтĕ уявра кашни район-хула çыннисен мухтавлă ячĕсем янăрарĕç. Пуçласа ĕç çыннисен – Чăваш ен мăнаçлăхĕн – парачĕ иртрĕ. Вăрнар районĕн тĕрлĕ ĕçре палăрнă мухтавлă çыннисем те ун йышĕпе чыслăн утрĕç: К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх председателĕ Валерий Шумилов, «Вурнарская» МСО генеральнăй директорĕ Иван Сандомиров, Калининăри вăтам шкул директорĕ Татьяна Ефимова, Ярмушкари культура çурчĕн ертÿçи Надежда Лаврентьева, район тĕп больницин терапи уйрăмĕн ертÿçи Рена Прокопьева, спорт ветеранĕ, полиатлон енĕпе СССР спорт мастерĕ Александр Созонов, районти культура çурчĕн ĕçченĕсем.  

«Пĕрле, мĕнпур вăя пĕрлештерсе, алла-аллăн тытăнса эпир кирек мĕнле йывăрлăха çĕнтерĕпĕр. Пĕрле хамăр ума лартнă мĕнпур тĕллеве пурнăçлăпăр», – терĕ Олег Николаев йыхравлăн. Вăл «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» медальпе пĕрремĕш çынсене чысларĕ – Шупашкар тата Чăваш ен митрополитне Варнава владыкăна, СССР халăх артисткине Вера Кузьминана, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинне Иван Долгушина.

– Уявăн масштаблăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Мĕн тери чаплă хатĕрленĕ ăна. Марафон старт илчĕ – эппин пирĕн ăна тивĕçлĕн ирттермелле. Мероприятисем хамăр районта та пулĕç. Пирĕн те вĕсене Шупашкартинчен кая мар йĕркелемелле, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев.

Сумлă юбилея уçнă пулăма Вăрнар районĕнчи 100 енне çын хутшăнчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ