ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Вăхăтра ĕçе кĕртмелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2020 11:21 Просмотров: 452

Эрнекун Чăваш ен Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев ĕçлĕ визитпа Вăрнарта пулнă.

Вăл поселокра çĕкленекен калăпăшлă объекта çитнĕ: хуçалăхпа йăла канализацийĕн коллекторĕн строительствинчи паянхи ĕçсемпе паллашнă. Çавăн пекех район тата объекта çĕклекен «ПМК №8» обществăн ертÿçисемпе пĕрлехи канашлăва та хутшăннă.

Кунта пĕлтĕр тытăннă ĕçсем чарăнмасăр малалла тăсăлаççĕ. Март вĕçĕ тĕлне, республикăри Çутçанталăк ресурсĕсен министерствин информацийĕ тăрăх, вĕсене пĕтĕмĕшле планпа пăхнинчен 65 процент пурнăçланă. Поселокăн çурçĕр пайĕнче канализаци сечĕн тăрписене хурассине, электричество туртассине вĕçленĕ. Халĕ тăрпасене Вăрнарăн кăнтăр пайне туртассипе тимлеççĕ, оборудовани монтажне пурнăçлаççĕ, технологи оборудованийĕ валли павильон йĕркелессипе тимлеççĕ тата ытти те. Канализаципе насус станцине электричествăпа тивĕçтересси те тимлĕхрен тухмасть. «ПМК №8» обществон тĕп инженерĕ П.Михайлов шантарнă тăрăх, строительство графикпа килĕшсе пырать, объекта кая юлмасăр ĕçе кĕртмелле.

Вăл хута кайсан тахçанах çивĕч тăракан ыйту татăлĕ. Хальхи канализаци тытăмĕ каяшсемпе тасамарлăхсен паянхи калăпăшне пухса тасатассине туллин тивĕçтереймест. Çĕнĕ коллектор вара йăлари тата производство каяшĕсене талăкра 1800 кубла метр тасатма пултаракан сооружениллĕ пулĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ