ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Унччен ăçта пурăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2020 09:36 Просмотров: 57

«Çĕнтерÿ çулĕ» ха-çатра (2019 çулхи мар-тăн 16-мĕшĕ) «Пăртассемпе тукайсен не-сĕлĕсем унччен ăçта пурăннă» ятпа тĕпчев пичетленнĕччĕ.

Унта Сурнар ятлă пулнă ял пирки те кĕскен çырнăччĕ: «Пăртас ялĕ çумĕнче пушă çĕр лаптăкĕсем пулнине Сĕве уесĕнче пурăнакан халăхсем пĕлнĕ. Май килнĕ чухне çав çĕрсемпе усă курма уес воеводинчен ирĕк пама ыйтнă. Воеводăсем вара пушă çĕрсене тÿрех   виçсе пама тăрăшнă. Мĕншĕн тесен çĕрпе усă курнăшăн халăхăн налук тÿлемелле пулнă. Налук ытларах пухнăшăн, паллах, воеводăсене ырланă. Ун пек ĕç патшалăха усă панă, уеса аталантарнă».

Юлашки вăхăтра архивсенче Сурнар ялĕ пирки çĕнĕ кăсăклă документсем тупма май килчĕ. Акă, 1748 çулта Сĕве уесĕнче перепиç ирттернĕ. Çав хутсем çине пулас ял пирки çапла ăнлантарса çырнă: «Çĕнĕлле хăйсен ирĕкĕпе Сурнар патне пурăнма куçса килнĕ чăвашсем: Мулка Апанасов, 46 çулта; Калуга Ишкин, 39 çулта, унăн ывăлĕсем 14 çулхи Калметпе 4 çулхи Кадыр; Алка Казанбаев, 53 çулта, унăн ывăлĕ 6 çулхи Молкеш; Каламан Иштеев, 34 çулта, унăн ывăлĕсем 15 çулхи Калинка, 10 çулхи Саврилка тата 7 çулхи Савтемень. Малтанхи перепиç тăрăх ку чăвашсем Сĕве уесĕнчи Çÿлти Кинчер ялĕнче пурăннă: Алексей Серменеев, 56 çулта; Монус Алексеев, 34 çулта, унăн ывăлĕсем 9 çулхи Осокинпа пĕр çулхи Отриван; Опонь Алексеев, 32 çулта.

Малтанхи перепиç тăрăх, ку чăвашсем Сĕве уесĕнчи Аслă Пинер ялĕнче пурăннă». (РГАДА. Ф. 350. Оп. 2. Д. 2987).

Çÿлти Кинчерпа Аслă Пинер – ĕлĕкех пулнă ватă ялсем. Вĕсем Сĕве уесĕнчи Андреевская вулăсра шутланса тăнă. Халĕ ку ялсем Вăрмар районне кĕреççĕ. Тата çав перепиç Сурнар юханшывĕ хĕррине чи малтан 5 çемье куçса килнине çирĕплетет. Мĕншĕн тесен Аслă Пинертен куçса килнисем ашшĕпе икĕ ывăлĕ тата мăнуксем пĕр çемье пулаççĕ. Ун чухнехи перепиçсенче хĕрарăмсемпе хĕрачасене шута илмен.

1964 çултанпа унчченхи Сурнар ялĕ Заречная ятлă урампа Пăртас ялĕнче шутланса тăрать.

Александр СТЕКЛОВ,

тĕпчевçĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ