Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.04.2020, 11:38 Просмотров: 219

Май уйăхне кĕретпĕр, чи хаклă та хумхануллă самант çывхарать. Пирĕн асатте-асаннесемпе мăн асатте-асаннесем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве туп-танăранпа 75 çул çитет.

Çак сăваплă кун, йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни паттăра – паян пурăнакансене те, çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунисене те, мирлĕ вăхăтра пурнăçран уйрăлса кайнисене те – чĕререн тав туса пуç таятпăр. Анчах кăçал шăп Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче ветерансене пухса мĕнпур йышпа саламласси иккĕлентерет. Çĕр çинче сасартăк сиксе тухнă амак, çĕнĕ коронавирус чирĕ, ĕмĕтленнине пурнăçлама ура хучĕ. Шанатпăр, чылай вăхăт хатĕрленнĕ тĕп уява каярах, усал чире çĕнсен, тата сумлăрах ирттерĕпĕр.

Апла пулин те Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халалланă хăшпĕр мероприятисене пурнăçа кĕртме йышăннă. Паллах, хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнса, хÿтĕлев мелĕсемпе усă курса. Май уйăхĕн 6–8-мĕшĕсенче, акă, районта «Паттăрсен Тăван çĕршывĕ» ятпа авточупăва тухма палăртнă. Çĕнтерĕве тÿпе хывнă хамăр тăрăхри салтаксене аса илес тĕллевпе ку мероприятие «Боевое братство» обществăлла организацин Вăрнарти уйрăмĕ ирттерме йышăннă. Йĕркелÿ комитетĕнче çавăн пекех – район администрацийĕн тата тĕрлĕ çар тĕсĕсен организацийĕсен вырăнти уйрăмĕсен представителĕсем. Хăйсен машинисемпе авточупăва хутшăнас кăмăллисен заявкăсене май уйăхĕн 5-мĕ-шĕччен Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электронлă почтăпа ямалла е 89603004905 (89196620103) номерсемпе шăнкăравламалла.

Авточупу маршрутне çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Вăл виçĕ кунта хамăр тăрăхри мĕнпур поселение çитĕ. Унта хутшăнакансем паттăрсене халалласа лартнă кашни астăвăм палăкĕ умĕнче пуçа таясшăн, чечек кăшăлĕсем хурасшăн.

– Мероприяти ахальтен мар «Паттăрсен Тăван çĕршывĕ» ятпа иртет. Пирĕн район чăннипех те хăйĕн хăюллă та хастар ывăл-хĕрĕсемпе мухтанма пултарать. Вĕсем çинчен астăвăма эпир малашнехи ăрусемшĕн сыхласа хăварма тивĕçлĕ, – терĕ «Çамрăк пограничниксен тусĕсем» отрядсен штабĕн пуçлăхĕ Юрий Никифоров.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика